Пĕрлехи сасăлав кунĕнче Чăваш Енре суйлава хутшăнакансен йышĕ вăтамран 62,7 процент пулнă

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере ирттерекен планеркăра Пĕрлехи сасăлавăн малтанласа палăртнă кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăра хушма Пĕрлехи суйлав иртнĕ.  Пурĕ 76 ял-хулара  86 суйлав участокĕ ĕҫленĕ. Суйлав республикăра Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта,  Элĕкре кăна пулман.

Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков вăтамран регионта  суйлава хутшăнакансен йышĕ 62,7 процента ҫитнине пĕлтернĕ.  Хăш-пĕр муниципалитетсенче сасăлав лайăхах маррине, Улатăр хулипе Ҫĕмĕрле хулинче халăх суйлава сӳрĕк кайнă тенĕ. Ҫав вăхăтрах Канаш районĕпе Красноармейски районĕсене мухтанă, вĕсенче явка 100 процент пулнине асăннă.  

Суйлавра «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти членĕсем мала тухнине, вĕсем ытти парти членĕсене кая хăварнине асăннă председатель.

Республикăра социаллă пурнăҫпа экономика тăнăҫлă аталанса пынине, влаҫа шаннине халăх «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти ҫыннисемшĕн сасăлани хăех ҫирĕплетет тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те сасăлава хутшăннăшăн тав тунă.  Сасăлав уҫăмлă те саккунпа килĕшӳллĕн иртнĕ тесе палăртнă. «Паллă, мала тухакансем хăйсене ĕҫпе ҫирĕплетсе параканнисем, суя хыпар сараканнисем мар. Вĕсене халăх шанать, ĕненет», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.  

Канашлура республика Пуҫлăхĕ право хуралĕнче тăрăшакансем пирки те асăннă, вĕсене суйлавра лайăх ĕҫленĕшĕн тав тунă. Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнă, видеосăнавсем ҫителĕклĕ пулнă, ҫынсем саккуна пăсман.

Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствинче штаб пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен Александр Кожемяков ҫак сăмахсене ҫирĕплетнĕ, чăнласах та, пур ҫĕрте те йĕрке пулнă тесе каланă.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский ҫăхавсене хальхи вăхăтра палăртнă йĕркепе килĕшӳллĕн тĕрĕслесе пынине хыпарланă, ҫав тери пысăк кăлтăксем пачах та пулманнине пĕлтернĕ. 

Чăваш Республикинчи Обществăлла палатăн Председателĕ Алексей Судленков суйлав пирки ҫапларах каланă: «Халăх яваплăха туйни куҫкĕретех. Йĕрке пăсманни те курăнать. Апла пулсан, ҫынсем Пĕрлехи сасăлавра пĕтĕм кăмăлтан хăйсене килĕшекен ҫынсемшĕн сасăланă. Кăтарту сасăлавра пысăк пулни хăйех влаҫа халăх шаннине ҫирăплетет», – тенĕ.  



10 сентября 2018
13:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter