Дружинниксене хавхалантарма пуçлĕç

Малашне Чăваш Енри дружинниксене хавхалантарма пуçлĕç. Çак ыйтăва Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче пăхса тухрĕç. 

Унта республика шайĕнче «Чи лайăх дружинник» конкурс ирттерессине ырларĕç. Вĕсем çакна тивĕççи иккĕлентермест. Пĕлтĕр 12 преступленишĕн тата административлă правăна пăснипе çыхăннă 3,8 пин тĕслĕхшĕн айăплисене тупма пулăшнă. Кăçалхи 7 уйăхри кăтартусем тата та лайăхрах.

Николай КОНОВАЛОВ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
12 сентября 2018
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter