Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускаври политехника университечĕн ректорĕпе Владимир Миклушевскийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел встречу с ректором Московского политехнического университета Владимиром МиклушевскимАвăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускаври политехника университечĕн ректорĕпе Владимир Миклушевскийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем калаҫу вăхăтĕнче вĕренӳ тытăмĕнчи ыйтусене сӳтсе явнă.  

Уҫă калаҫăва ҫавăн пекех Мускаври политехника университечĕн филиалĕсене аталантарассипе ĕҫлекен директор Евгений Бутко тата Шупашкарти филиалăн директорĕ Александр Агафонов хутшăннă.   

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕ паха специалистсем хатĕрлесе кăларнине палăртнă. 2000-мĕш ҫултан пуҫласа 11 пин ҫын пысăк профессионалсем пулса ҫĕршывшăн юрăхлă ĕҫсем туса пынине каланă.

Ректор Владимир Миклушевский аслă шкулта вĕренекен студентсемпе тĕлпулу ирттернине, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе паллашнине пĕлтернĕ. Пирĕн регионти филиал чăнласах та ытти аслă шкулсем хушшинче тивĕҫлĕ вырăн йышăнса тăнине ҫирĕплетнĕ ертӳҫĕсем.

Калаҫу вăхăтĕнче пенси ҫулне ҫывхарса пыракансене хушма пĕлӳпе тивĕҫтерес ыйтăва та тапратнă.  Шупашкарти институтра вĕрентме условисем ҫителĕклĕ пулнине палăртнă.   Аса илтеретпĕр, 2018 ҫулта филиалта 29 программăпа тĕрлĕ вĕрентӳсем йĕркеленĕ.

Фоторепортаж



13 сентября 2018
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter