Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «АБС ЗЭиМ Автоматизация» АУО йĕркелесе янăранпа 60 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев «АБС ЗЭиМ Автоматизация» АУО йĕркелесе янăранпа 60 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă.

Чи малтан мероприятине пухăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă,  пурне те яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав сăмахĕсем каланă, уйрăмах ветерансем, пысăк хисепе тивĕҫнисем, ҫамрăк ҫитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртнă.  Паллă пулăма предприяти пысăк кăтартусемпе кĕтсе илнине каланă вăл сăмаха тăсса. «АБС ЗЭиМ Автоматизация» АУО тĕнче шайĕнче паллă предприяти пулса тăчĕ. Электротехника тытăмĕнче малта пыраканнисенчен пĕри», тесе каланă вăл.  

Паянхи пурнăҫ таппинче предприяти пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлет, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем йĕркелесе пырать. Импорта улăштарассипе те организаци тĕллевлĕн тăрăшать.

«АБС ЗЭиМ Автоматизация» ТМЯО экономика пайĕнче пĕлтерĕшлĕ, вĕсен ҫитĕнĕвĕсене пĕлменнисем ҫук та пулĕ.  Паллах, кăтартусем пысăк пулнинче – предприятире ĕҫлекенсен тӳпи те пур. Ĕҫлекенсем валли чаплă условисем хатĕрлесе тăратнине асăннă, професси пĕлĕвне те ӳстерсе пыма меллĕ тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Организацире ҫамрăксем сахал мар, вĕсем паха опытлисенчен вĕренсе пыраҫҫĕ, тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  «АБС ЗЭиМ Автоматизация» ТМЯО социаллă пĕлтерĕшлĕ организаци. Коллективра вăй хуракансем спорт, культура, обществăлла ĕҫсене хастар яланах хутшăнаҫҫĕ, ыр кăмăллăх акцисене те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ, проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳреҫҫĕ.

«Чăваш Республикинчи электротехника кластерĕ ҫĕршывра анлă сарăлнă, чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыраканнисенчен пĕри.  Ӳлĕмрен те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрасса шанатăп», – сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«АБС Электро»  группа компанийĕн президенчĕ Ненад Попович  Чăваш  Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева мухтанă, предприятине тĕрев панăшăн тав тунă. «Влаҫ органĕсенче тимлекенсем яланах пулăшма тăрăшаҫҫĕ. Кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе параҫҫĕ.  Чăнласах та, Чăваш Енре бизнеса аталанса пыма лайăх», – хăй шухăшне палăртнă вăл.

«60 ҫул хушшинче завод сахал мар ҫитĕнӳсемпе палăрчĕ. Малашне те каялла чакма юрамасть. Тĕнче шайĕнче таварсене тирпейлесе кăларма условисем заводра пĕтĕмпех пур. Коллектив тăрăшуллă пулни куҫкĕретех», – тенĕ «АБС Электро» вице-президенчĕ.  

Заводăн генеральнăй директорĕ Юрий Сушко хăйĕн сăмахĕнче предприяти юлашки ҫулсенче ҫав тери пысăк калăпăшпа таварсем тирпейленине пĕлтернĕ, пахалăх шайĕ лайăх тесе ҫирĕплетнĕ. Савăнăҫлă лару-тăрăва пухăннисене ҫак кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин  тата ытти официаллă ҫынсем саламланă. Пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă.    

Фоторепортаж



14 сентября 2018
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter