Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтернин кăтартăвĕсене планеркăра тĕплĕн пăхса тухнă

Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтернин ыйтăвне паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра тарăн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче регионта бизнеса вăй илсе пыма инфратытăм ҫирĕп пулнине палăртнă.

Ҫĕнĕлле вăй илсе пыракан инфратытăм пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе усă курма май панине каласа хăварнă, кăҫал 7 уйăх хушшинче пĕтĕмпе вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакан 1000 субъект патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.  Кунсăр пуҫне кредитсемпе тивĕҫтересси те курăмлă пулса пырать республикăра.  Вак тата вăтам предпринимательлĕхе витĕм кӳрекен микрокредит компанийĕсем 619 субъекта тĕрев панă.  Тулашри экономикăна, географине анлăлатма условисем хăтлă пулни куҫкĕретех. Пĕлтĕрхи ҫул Чăваш Енри предприятисем сахал мар тавар экспорта ăсатнă, кăтарту 18,8 процент чухлĕ хăпарнине асннă вице-премьер.

Бизнеса пулăшу памалли тепĕр мел – патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсен тытăмне йĕркелени.  Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫулта   вак предпринимательлĕх пайĕнче 1,5 млрд чухлĕ туяну пулнă. Чи хăватлисенчен пĕри – ҫĕнĕ производствăсем уҫма пысăк технологиллĕ комплекслă инфратытăм хатĕрлесе тăратни. Шупашкарта Индустри паркне ҫĕклеме икĕ проект пурнăҫа кĕртнĕ, вĕсем промышленноҫ пайĕпе тимлеҫҫĕ.

Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче Индустри паркĕнче ООО «БИРС Арматура» ТМЯО тата «НПО Каскад» АО  производство тӳремне хута янине палăртса каланă. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле «ПКФ «Турбоком-Инвест» ТМЯО, «Прессдеталь» ТМЯО,  «Центр плазменной резки» ТМЯО ҫĕклесе лартасшăн.  2019-мĕш ҫулта ҫуркунне «Энергомаш» завод  хута яма тĕллев лартнă.   Индустри паркĕнче инженер инфратытăмне тирпейлесе ҫитернĕ.  Бюджет укҫипе ҫулсем сарнă, шыв, канализаципе газ, электричество кĕртнĕ. Ҫĕр лаптăкĕсене пайласа хунă, ҫапах та инженер сечĕсем патне ҫыхăнтарас ĕҫре хăш-пĕр кăлтăксем, чăрмавсем сиксе тухнă.

Чăваш  Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хула ертӳлĕхне ыйтăва уҫăмлатма хушнă, ĕҫе вăраха тăсмасăр, пурнăҫа кĕртме каланă.  «Подрядчиксене кирлĕ пек мĕнпур ĕҫсене тивĕҫлĕ пурнăҫласа пыма хушмалла. Пĕрремĕш объекчĕпе те кăлтăксем пурччĕ-ха.  Республика ертӳлĕхĕ хутшăнсан тин, ыйту вырăнтан хускалчĕ», – тенĕ вăл.   

Планеркăра «Кĕр парни» акци пирки сăмах хускатнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче сутăҫсем авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуҫласа паянхи кунччен пурĕ пасарсенче халăха 201,6 тонна ҫĕрулмипе пахча ҫимĕҫ сутнине пĕлтернĕ. Вăтамран ҫĕрулмине 1 кг – 13 тенкĕпе ҫынсене тивĕҫтернĕ. Купăста – 14 тенкĕ, кишĕр – 21 тенкĕ, сухан – 19 тенкĕ.  

Тавар хакĕсем паллă, пасарта пĕчĕкрех. Кун пирки вице-премьер тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă.

Кашни районпа хуласенче сусăрсене тата ватăсене, ветерансене пахча ҫимĕҫе киле ҫити илсе ҫитерсе параҫҫĕ. «Кĕр парни» акци юпа уйăхĕн 14-мĕшĕччен пулать.  

Сергей Артамонов ял хуҫалăхсенчи уй-хир ĕҫĕсем пирки чарăнса тăнă. Паянхи кун тĕлне пурĕ регионта 615,6 пин тонна тырă тĕшĕленĕ, ҫĕрулмине 3,7 пин га пухса кĕртнĕ, кĕрхи культурăсене 99,7 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварнă. Планпа пăхса хăварнинчен 95 процент пулать.

Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Эльвира Матренина «Наци кросĕ» пирки каласа кăтартнă, пурĕ старта 70 пин ытла ҫын тухнине пĕлтернĕ. Кăтарту пысăк, пĕлтĕрхинчен 8926 ҫын нумайрах.

Шупашкарта халăх йышлăн кроса пуҫтарăннине те асăнса хăварнă вăл.

Массăллă чупу Ҫĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Элĕкре, Каҫал енче курăмлă иртнĕ.

Кăҫал 1 ҫул та пĕр уйăхри пĕчĕк ача старта тухнă. Тимофей Краснов ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă.  Сумлă ватăсем –  85 ҫулхи Леонид Никифоров тата 79 ҫулти Апполинария Владимирова сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пырса, ыттисемпе тан старта тухса хăйсен сывлăхне ҫирĕплетнĕ. Мала тухнисем Раҫҫей  Спорт министерствин дипломĕсене тата асăнмалăх парнисене тивĕҫнĕ.    



17 сентября 2018
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter