Чăваш Енре сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракан 70 пин ытла ҫынна «Наци кросĕ» пĕр чăмăра пухрĕ

«Кросс нации» в Чувашии собрал более 70 тысяч поклонников здорового образа жизниАвăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи мĕнпур хуласемпе районсенче «Наци кросĕ» старт илнĕ. Палăртнă кун спорта хисеплесе шкул ачисем, студентсем, ветерансем, профессионаллă спортсменсем, предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем, влаҫ органĕсенче тимлекенсем, обществăлла организацисенче ĕҫлекенсем чылайăн пухăннă.

Пухăннисене саламлама Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ.

 «Наци кросĕ» – пирĕн ҫĕршывра анлă сарăлнă спорт мероприятийĕ. Ҫулсерен ăмăртăва хутшăннисен йышĕ ӳссех пырать. Регионта спорт ăмăртăвне 15-мĕш хут ирттереҫҫĕ.

Асăннă мероприяти спорта кăна анлăлатмасть, пĕрлĕхе, наци вăйне, паттăрлăха ҫирĕплетет. Пĕлтĕр палăртнă мероприятине пурĕ 61 пин ытла ҫын хутшăннă.

Спортăн ҫав тери хăватлă тĕсĕ шутланать. Кам та кам хăйне ăнăҫлă тăвасшăн, спортăн ҫак тĕсне суйлать, ҫăмăл атлетика  кĕлетке ҫурăма ҫирĕплетет.  Чăваш Еншĕн спортăн ҫак тĕсĕ база шутĕнче пулнине палăртнă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев, пурне те хаваслă кăмăл-туйăм, пысăк ҫитĕнӳсем тума каланă спорт мероприятине пухăннисене саламланă май.

РФ Президенчĕ Владимир Путин халăх хушшинче кулленех спорт мероприятийĕсене ҫӳрекенсен йышне ӳстерме, кăтартăва 55 процента ҫитерме сĕннине аса илнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Палăртнă тĕллевсене Чăваш Республики пурнăҫласса шанса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Республикăра пурăнакан 478 пин ытла ҫын спорта ҫӳрет, вăл 42 процентпа танлашать. Регион ҫĕршывра ку енĕпе малта пыраканнисен йышĕнче. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ, ăна сума сунса, мероприятине пухăннисем пĕр минутлăха шăплăха тытнă.  Вăл сахал мар, спорт республикăра аталанса пытăр тесе, тăрăшнине палăртса хăварнă.

Шупашкарти Волонтерсен центрĕн ертӳҫи Любовь Додонова хăйĕн сăмахĕнче сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансен йышĕ ӳссе пынине тепĕр хут ҫирĕплетнĕ. Анне палăкĕ умĕнчи лапамра Наци кросĕ уçăлни çинчен пĕлтерсе старт панă. Çак вăхăтрах республикăри район центрĕсемпе хулисенче те спорт тусĕсем ăмăртăва тухнă.

Ҫак кун массăллă чупăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев,  ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков, тĕрлĕ шайри депутатсем, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем, волонтерсем, шкул ачисем, обществăлла организацисенче тимлекенсем тата та ытти ҫынсем сахал мар хутшăннă. Чупăва ку хутĕнче 1,3,5,6,8,12 ҫухрăма тăснă. Кăҫал чупакансем ҫĕнĕ маршуртпа – тĕп хулан юсаса ҫĕнетнĕ Мускав ҫыранĕпе – ҫула тухнă. Мала тухнисене Раҫҫей Спорт министерствин дипломĕсене парса чысланă.

Кăҫал чупăва Чăваш Енре пурăнакан 70 пин ытла хутшăнма кăмăл тунă.    

Палăртса хăваратпăр, Пĕтĕм Раҫҫейри «Наци кросĕ» Санкт-Петербургра тĕп старт илнĕ. Шăпах та, 130 ҫул каялла пĕрремĕш хут ҫак ăмăртусене унта пуҫласа янă.  

Фоторепортаж     



17 сентября 2018
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter