Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Инвестици климатне лайăхлатассипе ĕҫлекен канашăн ларăвĕ иртнĕ

Михаил Игнатьев провел заседание Совета по улучшению инвестиционного климата при Главе ЧувашииЧăваш Енре бизнеса вăй илтерме кирлĕ пек мĕнпур условисене хатĕрлессипе кулленех ĕҫленине каланă хăйĕн сăмахĕнче ларăва уҫнă май Михаил Игнатьев.

Республикăри предпринимательсене патшалăх енчен сахал мар пулăшу куҫнине асăннă вăл.  Инвестици проекчĕсене пурнăҫа кĕртме, конкурс ирттермесĕрех, аренда шучĕпе ҫĕр лаптăкĕсене уйăрса панине те палăртнă регион Пуҫлăхĕ.  Асăннă пулăшупа Шупашкарти ҫак предприятисем усă курнă: «Сеспель», «Чувашторгтехника» АО, НПП «Бреслер», «Букет Чувашии» АУО. Бизнеса аталантарас тесен, комплекслă ĕҫлесе пымаллине те каланă вăл.  Тĕслĕх вырăнне «Энергия» ТМЯО ĕҫне илсе кăтартнă. Атăлҫи тăрăхĕнче ҫак предприяти чи пысăккисенчен пĕри шутланать. Уйăхне предприяти 1 млн 200 пин мăшăр перчетке калăпласа кăларать. Кунне-ҫĕрне пăхмасăр станоксем ĕҫлеҫҫĕ, пуласлăхра ертӳҫĕсем производствăна сарасси пирки те канашлаҫҫĕ. «Халăхăн тупăшне ӳстерме тăрăшмалла, вĕсене валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемелле», – тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.  Ҫитĕнекен ăрăва пĕчĕк ĕҫ укҫипе тытса тăма хĕн, унсăрăн вĕсем ют ҫĕре тухса каясси те куҫкĕретех тесе сăмахланă Ертӳҫĕ.    

 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин икĕ проектпа паллаштарнă, ҫитес вăхăтсенче Шупашкарта ҫĕнĕ заводсем ҫĕкленсе ларма пултарасса пĕлтернĕ. «Завод ОБД» ТМЯО директорĕ Владислав Иванов ҫĕнĕ объекта 2018–2022-мĕш ҫулсенче хăпартса лартма плана кĕртнĕ тесе каланă.  Заводăн пĕтĕмĕшле хакĕ 700 млн пуласси паллă. Енчен те палăртса хуни пĕтĕмпех пурнăҫлансан, халăх валли ҫĕнĕ 156 ĕҫ вырăнĕ пулĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.    

Михаил Игнатьев проект ҫурт-йĕр тытăмĕшĕн пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă. Объекта хăпартса лартнă чухнех энергине перекетлеме май паракан технологисене тĕпе хурса ĕҫлемеллине асăннă.

 «БКР» ТМЯО генеральнăй директорĕ Александр Карпов тимĕр алăксем калăплакан заводăн проектне 2018–2021-мĕш ҫулсенче пурнăҫа кӳртме тĕллев лартнине хыпарланă. Производствăн хакĕ 125 млн пулĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Халăх валли вара ҫĕнĕ 50 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ тенĕ ертӳҫĕ.   Михаил Игнатьев проектсене вăраха тăсмасăр пурнăҫа кĕртме чĕнсе каланă.

Стратегиллĕ пуҫарусене аталантарассипе тимлекен Агенство ирттерекен конкурссенче Чăваш Республики кашни ҫул хутшăнать. Калăпăр, 2016 ҫулта хытă каяшсене пухса тирпейлемелли  Чăваш Енри объект финала тухнă. 2017 ҫулта «Экспресс –асаннесем» социаллă пĕлтерĕшлĕ проект мала тухнă. Кăҫал ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсем волонтерсем, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатас, туризма аталантарас ыйтусемпе сĕнӳсем тăратнă.  

Шупашкар хула администрацийăн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков волонтерсемпе ҫыхăннă проектпа паллаштарнă. Шупашкарти Центрта ĕҫлекенсем Раҫҫейри волонтерсен Ассоциацийĕн йышĕнче тăраҫҫĕ.  Виҫĕ ҫул хушшинче пурĕ волонтерсем 150 – культура мероприятийĕсене, 150 ­– спорт вăййисене, патриотизм темипе ҫыхăннă 300 мероприятине хапăл тусах хутшăннине пĕлтернĕ вăл. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов инфратытăма аталантарас ĕҫре халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем пысăк витĕм кӳнине пĕлтернĕ. Калăпăр, пĕлтĕр халăх сĕнĕвне шута илсе, пурĕ 103 проект пурнăҫа кĕртнĕ тенĕ вице-премьер, вĕсене валли 82,6 млн тăкакланине пĕлтернĕ.   Кăҫал 249 проекта конкурс витĕр кăларнă, вĕсене пурнăҫлама  152,7 млн тăкакланасси паллă тенĕ Сергей Артамонов.

Михаил Игнатьев паха проектсене нумайтарах пурнăҫа кĕртме сĕннĕ, тĕслĕх вырăнĕнче усă курмаллине каланă, Канаш районĕнчи «Агрофирма «Пионер» ТМЯО ĕҫне ырланă. Муниципалитетри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула тирпейлесе юсама предприяти 20 млн куҫарса панă. 

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов сусăр ачаллă ҫемьесене тĕрев памалли проектпа паллаштарнă. Ĕҫ хучĕсем пĕтĕмпех хатĕр, конкурса тăратнă. 2019 ҫулта нарăс уйăхĕнче Сочи хулинче форум пулать, ун чухне шăпах та, мала тухнисене палăртса хăварĕҫ.

  Паян ларура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Раҫҫей перекет банкĕ» ПАО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Фоторепортаж



18 сентября 2018
16:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter