Дмитрий Азаров Самара облаҫĕн Губернатор должноҫне официаллă майпа кĕнине халалласа торжествăлла пулăм пулса иртнĕ

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Самар хулин Оперăпа балет театрĕнче Дмитрий Азаров Губернатор должноҫне официаллă майпа кĕнине халалласа торжествăлла пулăм пулса иртнĕ.

Мероприятине РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чулхула облаҫĕн Губернаторĕ Глеб Никитин, Омск облаҫĕн Губернаторĕ Александр Бурков, Оренбург облаҫĕн Губернаторĕ Юрий Берг, Пенза облаҫĕн Губернаторĕ Иван Белозерцев хутшăннă.

Дмитрий Азаров обществăри йĕркелĕхпе саккунлăха ҫирĕп тытса пыма, хăйĕн ĕçне чунпа парăнса, Губернатор тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçлама, облаҫре общество-политика тăнăçлăхĕ упранса пытăр тесе ĕҫлеме, граждансен социаллă прависемпе экономика ирĕклĕхне тата патшалăх интересĕсене тивĕçлĕ хӳтĕлесе пыма, мĕнпур ыйтусене РФ, регионăн саккунĕсемпе килĕшӳллĕн, Самар облаҫĕн Уставне пӑхӑнма тупа тунă. 

Пухăннă хăнасем Дмитрий Азарова пысӑк та яваплӑ должноҫе йышăннă ятпа саламланă.

РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров халăх Дмитрий Азаровшăн сасăлани хăйех пысăк яваплăха ҫирĕплетнине каланă, граждансем ăна шаннине, ĕненнине уйрăммăн палăртса хăварнă. Апла пулсан, Губернаторăн халăх шанăҫне тӳре кăларассишĕн ырми-канми тăрăшма тивет тенĕ вăл. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă май, ҫапларах каланă: «Дмитрий Азаров регионсем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусем йӗркеленччĕр тесе сахал мар тăрăшать. Суйлавҫăсене уншăн сасăланăшăн пысăк тав.  Эсир, чăннипех те тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыратăр, хăвăрăн сассӑра Дмитрий Азаровшӑн пани паха. Самар облаҫĕн Губернаторне ырлăх-сывлăх, ăнăҫусем, палăртнă мĕнпур тĕллевсене пурнăҫа кĕртме сунатăп», - тенĕ вăл. 

Палăртса хăваратпăр, Пĕрлехи сасăлав кунĕнче, 2018 ҫулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче,  Самар облаҫĕн Губернаторĕ суйлавра 72,63 процент чухлĕ сасă пуҫтарнă.

 Фоторепортаж



18 сентября 2018
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter