Чăваш Ене православин сӑваплӑран та сӑваплӑ япалине — Спиридон Тримифунтский святителӗн десницине илсе ҫитернĕ

В Чувашии встретили величайшую православную святыню — десницу святителя Спиридона ТримифунтскогоАвăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ене православин сӑваплӑран та сӑваплӑ япалине Спиридон Тримифунтский святителӗн десницине илсе ҫитернĕ.

Шупашкарта сӑваплӑран та сӑваплӑ япалана тата ӑна илсе килнӗ делегацие Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава, чиркӳре ĕҫлекенсем, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа кĕтсе илнĕ. 

Спиридон  святителӗн ҫӗрмен ӳтне пирĕн тăрăха илсе килме Владимир князь ячĕпе хисепленсе тăракан Ыркăмăллăх фончĕ витĕм кӳнĕ, ăна вара Мускав тата Руҫ Патриархĕ Кирилл пехилленĕ.

Раҫҫее  сӑваплӑран та сӑваплӑ япалана Грецири Корфу утравӗнчен тĕне ĕненекенсем валли илсе килнĕ.  Ҫурла уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуҫласа юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен Спиридон святителӗн десницине Вырăс Православийĕн 12 епархине илсе ҫитерӗҫ.  Паянхи кун тĕлне ăна Краснодар, Екатеринбург, Красноярск, Кемерово, Подольск, Тула, Санкт-Петербург, Тверь, Саратов тăрăхĕнче пурăнакансем сӑваплӑн пуҫ тайнă.  

Михаил Игнатьев Спиридон  святителӗн ҫӗрмен ӳтне пуҫ тайнӑ. Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн ҫак пулăм питех те пархатарлă. «Чăваш Енре пурăнакансем сӑваплӑран та сӑваплӑ япалана курса пуҫ тайма пултараҫҫĕ, вӑл нумай ӗмӗрсем хушши христиансене хавхалантарса тӑнӑ, Турра чунтан ӗненме пулӑшнӑ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума вӑй хушнӑ. Ҫакӑ пирĕн республикăн ӑс-хакӑл пурнӑҫӗнчи пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм, вӑл обществӑри кӑмӑл-сипет халӑхӗсене ҫирӗплетме пулӑшать», тенĕ Михаил Васильевич.

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Спиридон  святителӗн ҫӗрмен ӳчӗ кунӗпех Ҫĕнĕ Шупашкарти  Владимир князь Соборĕнче пулать. Тĕне ĕненекенсем унта кайса курма, ырлăх ыйтма пултараҫҫĕ. Паян ирхине 8 сехетре Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава асӑннӑ чиркӳре кĕлĕ ирттернĕ.

Фоторепортаж



19 сентября 2018
07:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter