Паян Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Паян Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Палăртнă ушкăнсем республикăри районсемпе хуласенче халăхпа тĕл пулнă, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин пенси саккунне ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварасси пирки чĕнсе каланине тĕпе хурса  Чăваш Республикин саккунĕсене ылмашусем кĕртессине ăнлантарса панă.

 Ҫавăн пекех йăлари хытă каяшсене пухса тирпейленĕшĕн тӳлемелли тарифсем пирки те калаҫусем пулнă. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси. Раҫҫей Федерацийĕнче телерадиовещани аталантарасси 2009–2018 - мĕш ҫулсенче федерацин тĕллевлĕ программи епле пурнăҫа кĕрсе пынине тишкернĕ.

   Пĕр пухăннă пек чухне эрех-сăра сиенĕ ҫинчен, пушартан сыхланассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра та канашланă.  Ĕҫ коллективĕсенче халăхăн актуаллă ыйтăвĕсене итленĕ, вĕсене хуравсем панă информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем. Пурĕ 300 ытла тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче 8,5 пин ҫын хутшăннă. Граждансене ҫак кун харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă, 124 ҫын хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем ҫине хурав илнĕ.  



19 сентября 2018
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter