Шупашкарти сĕт-ҫу заводне реконструкциленĕ хыҫҫăн, савăнăҫлă лару-тăрура паян уҫнă

Состоялся запуск производства после реконструкции на ООО «Чебоксарский городской молочный завод»Шупашкарти сĕт-ҫу заводне реконструкциленĕ хыҫҫăн, савăнăҫлă лару-тăрура паян уҫнă.  2016 ҫулта Саратоври сĕт-ҫу комбиначĕ «Данон России» АО комплексĕн пурлăхне хăй ҫине илнĕ.  2016 ҫулта раштав уйăхĕнче «Чебоксарский городской молочный завод» ТМЯО йĕркеленĕ. 2017 ҫулта предприятине модернизацилеме пуҫланă. Заводăн пысăк технологиллĕ хатĕрĕсем таварсене паха шайра тирпейлесе кăларма витĕм кӳреҫҫĕ.  2021-мĕш ҫул тĕлне таварсен калăпăшне 1,2 мрлд ирттерсе яма тĕллев лартнă. Инвестици ҫителĕклĕ хывсан палăртса хуни пĕтĕмпех пурнăҫа кĕресси никама та иккĕлентермĕ.  Производство уҫăлнă ятпа, заводра тăрăшакансене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.

«Республикăшăн паллă пулăм пулса тăчĕ. Предпринимательсем ҫĕршер миллион тăкакланă.  Завод ĕҫлесе кайрĕ», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев. Предприяти сĕт-ҫу енĕпе тимлекенсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлессине шанса каланă.  Хăш-пĕр хуҫалăхсемпе килĕшӳ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ. Апла пулсан, тĕрлĕ таварсем тирпейлесе кăларма чăрмавсем пачах та пулмĕҫ. Сĕтрен хатĕрленĕ паха тавара республика тулашĕнчи организацисем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.  

Саратоври сĕт-ҫу комбиначĕн Директорсен канашĕн председателĕ Дмитрий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче предприятисем паха сĕт тирпейленине ҫирĕплетнĕ.  

«Республика ертӳлĕхĕ предприяти ҫине тимлĕх уйăрать, проект пурнăҫа кĕтĕр тесе сахал мар тĕрев пачĕ», – тенĕ Шупашкарти сĕт-ҫу завочĕн директорĕ Алексей Гирюк, производствăна реконструкцилеме 500 млн тăкакланине пĕлтернĕ. Производство корпусне тĕпрен ҫĕнетсе хăпартса лартнă. Кунне 130 тонна тавар производство калăпласа кăларать. Предприяти ҫĕртме уйăхĕнчен пуҫласа паянхи кунччен 60 ҫынна ĕҫлеме илнĕ. 2018 ҫулта авăн-раштав уйăхĕсенче 6500 тонна сĕтрен хатĕрленĕ тавар тирпейлесе кăларма плана кĕртнĕ. Пуласлăхра тата та ĕҫсем палăртса хунă предприяти ертӳлĕхĕ.   2019 ҫулта предприятийĕн администраци ҫуртне тĕпрен ҫĕнетсе ҫитерме, ҫĕнĕ производство хута яма тĕллев лартнă.  Паян хăнасем ҫĕнĕ производство ĕҫĕпе паллашнă, таварсен пахалăхне хакланă.

Фоторепортаж



20 сентября 2018
17:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter