Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев професси пĕлĕвĕ паракан организацисен Ассоциацине йĕркелесе янăранпа 5 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

Ассоциация организаций профессионального образования Чувашии отметила 5 лет со дня основания Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев професси пĕлĕвĕ паракан организацисен Ассоциацине йĕркелесе янăранпа 5 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă, унта тăрăшакансене ăшшăн саламланă.   

Савăнăҫлă лару-тăрăва Шупашкарти строительствотехникумĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Ентешсене, уява пухăннисене Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, ҫӳлерех палăртнă организацийĕн ертӳҫи, Шупашкарти строительство техникумĕн директорĕ Петр Мишин, аслă шкулсен ертӳҫисем, кӳршĕллĕ регионсенчен килсе ҫитнĕ сумлă хăнасем саламланă.  

Професси пĕлĕвĕ паракан организацисен Ассоциацийĕ 2013 ҫулта авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче йĕркеленсе кайнă. Унăн тĕп тĕллевĕ – наукăпа тĕпчев ĕҫĕсене йĕркелесси, тĕрлĕ проектсем хатĕрлеме витĕм кӳресси, программăсем пуҫтарасси, квалификациллĕ специалистсене вĕрентсе пырасси.  

Организацинче тăрăшакансене саламланă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 5 ҫул хушшинче Ассоциаци пысăк ĕҫсем тума ĕлкĕрнине палăртса хăварнă.  Чылай проектсене пурнăҫа кĕртнине, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологисене тĕпе хурса, специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма витĕм кӳнине каланă.

Паянхи рынокра кирлĕ специалистсене тивĕҫлĕ шайра хатĕрлесе пынине те уйрăммăн ырланă регион Пуҫлăхĕ.   Апла пулсан, республикăри аслă шкулсем, техникумсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе пынине ҫирĕплетнĕ хăнасем.

Ассоциацийĕн Председателĕ Петр Мишин пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени, паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пыни – ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулăшнине асăннă.  

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров, Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕн ертӳҫи Андрей Макушев, Шупашкарти кооператив институчĕн пуҫлăхĕ Валерий  Андреев мероприятине пухăннисене саламланă, республикӑри вӗрентекенсене ырми-канми ӗҫшӗн, пысӑк шайри пӗ­лӳшӗн чӗ­ре­рен тав тунă. Професси анинче ӑнӑҫусем, пуҫаруллӑ шу­хӑш­се­не пурнӑҫа кӗртме, ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑх суннă.  

Кӳршĕллĕ регионсенчен килнĕ официаллă хăнасем: Антонина Гирко, Галина Воронько саламсем ҫумне хутшăннă пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыма хастар ĕҫлеме чĕнсе каланă.  

Яланхиллех пысăк хисепе тивĕҫнисене савăнăҫлă лару-тăрура наградăсем парса хавхалантарнă, мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.

Фоторепортаж



20 сентября 2018
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter