Пенси саккунĕсене кĕртнĕ ҫĕнĕлĕхсемпе ҫыхăннă ҫăмăллăхсене упраса хăварасси пирки калакан федераци проектне Чăваш Ен Правительстви ырланă

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем Раҫҫей Федерацийĕн Налук кодексĕн ҫĕнĕлĕхĕсем пирки калакан саккун проектне тишкернĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче пенсионерсене пурлăхшăн тӳлемелли налуксемпе ҫăмăллăхсем кĕтессине пĕлтернĕ.  Федераци саккунĕн проекчĕ граждансене социаллă пулăшу парассипе ҫыхăннă хушма ҫăмăллăх тесе уйрăмăн палăртса каланă вице-премьер.    Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче халăх патне телехыпарпа тухнă. Ун чухне вăл пенси ҫĕнĕлĕхĕсем пирки пĕлтернĕ, федераци енчен мĕнпур ҫăмăллăхсем упранса юлассине хыпарланă. Ҫĕршĕн налук пĕчĕкленесси те паллă. Палăртса хунă тăрăх, 150 пине яхăн граждан асăннă ҫăмăллăхсемпе усă курма пултарать.  Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн  регионти уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2019 ҫулта Чăваш Республикинче пенси ҫулне ҫитекен 6769 граждана шута илнĕ, вĕсенчен хĕрарăмсем – 3639, арҫынсем – 3130.  

Вице-премьер Светлана Енилина ҫӳлерех асăннă ҫăмăлăхсене илме граждансен нимĕнлне хушма заявлени те ҫырмалла мар тенĕ, пенси ҫулне ҫитнĕ пулсан, вĕсен ҫăмăллăхсемпе усă курма ирĕк пулать тесе ҫирĕплетнĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пенси енпе ҫыхăннă ҫĕнĕллĕхсем пирки халăха тĕплĕн ăнлантарса пама ыйтнă, федераци тата регион шайĕнчи ҫăмăллăхсем пĕтĕмпех упранса юлнине те пĕлтермелле тесе чĕнсе каланă.   



20 сентября 2018
15:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter