Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти ҫĕнĕ объектсенчи строительство ĕҫĕсемпе паллашнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев проинспектировал строящиеся объекты столицы республикиАвăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти ҫĕнĕ объектсенчи строительство ĕҫĕсемпе паллашнă. Паян ертӳҫĕсем «Серебряные ключи» комплексри ҫурт-йĕр строительствин ĕҫне тишкернĕ. Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ 5 ҫурт хатĕр тесен те йăнăш мар.  Объектсем ҫинче шалти ĕҫсене вĕҫне-хĕрне ҫитерессипе строительсем ырми-канми вăй хураҫҫĕ.  Ертӳҫĕсем пĕр пухăннă пек чухне, транспорт ыйтăвĕсене хускатнă, тавралăха тирпей-илем кĕртмеллине сӳтсе явнă.   

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ - ЖКХ, энергетика, транспортпа ҫыхăну ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Владимир Филиппов автомашина ҫулĕсене сарма специалистсем проект хатĕрленине пĕлтернĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев микрорайонсенче инфратытăм ҫирĕп аталанмаллине, ĕҫсем пĕтĕмпех комплекслă пулса пымаллине асăннă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене ҫийĕнчех татса памаллине, объектсене графикпа килĕшӳллĕн ҫĕклемеллине асăрхаттарнă.

Регион Пуҫлăхĕ хулари нумай профильлĕ тĕп поликлиникăн строительство ĕҫĕпе те кăсăкланнă. 5 хутлă пысăк ҫурт таҫтанах курăнса ларĕ. Строительсем хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса пурнăҫлани куҫкĕретех.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов ҫĕнĕ ҫуртра граждансене пысăк технологиллĕ медицина хатĕрсемпе тивĕҫтерме меллĕ пулассине пĕлтернĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, условисем чаплă пулĕҫ.    

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев объект хулашăн пĕлтерĕшлĕ пулнине, ҫĕнĕ ҫурт пурне те савăнтарасса каланă. Объектăн строительство ĕҫне пурнăҫлама республика бюджетĕнчен 746,6 млн уйăрнă. «Подрядчиксем лайăх ĕҫленине курса ĕнентĕм, мĕнпур палăртса хунинчен 40 процентне пурнăҫланă. Ĕҫ кал-кал пырать объект ҫинче», - тенĕ вăл. Хĕлле ҫывхарса килет, хăвăртлăха чарса лартма юраманнине, графикпа килĕшӳллĕн ĕҫсене йĕркелесе пыма чĕнсе каланă подрядлă организацине.

 Поликлиникăна 2019 ҫулта кĕркунне хута яма плана кĕртнĕ.  

Фоторепортаж



20 сентября 2018
16:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter