Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Промышленноҫ таварĕсен саккунсăр ҫаврăнăшĕпе кĕрешекен Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание Комиссии по противодействию незаконному обороту промышленной продукции в Чувашской РеспубликеАвăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Промышленноҫ таварĕсен саккунсăр  ҫаврăнăшĕпе кĕрешекен Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  Паянхи ларăва пĕр минутлăха шăплăха тытнинчен пуҫланă. Ăна Раҫҫей самолетчĕ ИЛ-20 арканнине пула, пирĕн тăрăхра ҫуралса ӳснĕ Канашри Зиновьев Григорий Олегович аслă сержанта, ҫар служащийне халалланă, вăл 1984 ҫулта август уйăхĕн 6-мĕшĕнче ҫурланă, аварире  ҫар ҫынни сарăмсăр вилнĕ, вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă.   Михаил Игнатьев тарăн хурланни пирки пĕлтернĕ. «Григорий Зиновьев тивĕҫлĕ служащий пулнă. Вăл Тăван ҫĕршыва хӳтĕленĕ. Ĕмĕр асăмра юлĕ пирĕн чĕремĕрсенче», – тенĕ Михаил Игнатьев.  

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухнă май, промышленоҫ таварĕсене саккунсăр майпа сутасран кулленех ҫирĕп тĕрĕслесе тăмаллине палăртса хăварнă ларăва пухăннисем.  Строительство таварĕсене ытларах тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарнă.

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов хăйĕн докладĕнче хыпарсене ăнлантарса парассипе анлă ĕҫленине пĕлтернĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ҫулсерен 150 ытла материал пичетленсе тухнине каланă. Паллă, профилактика ĕҫне те пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех тенĕ министр.  Хаҫат-журналсенче, радиопа интернет урлă таварсем туянассинче асăрхануллă пулмалли пирки пĕрре мар ҫырса е каласа кăтартнине те асăнса хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ҫитес ҫул валли ҫӳлерех асăннă темăпа приоритетлă ыйтусене плана кĕртсе хăварма тĕллев лартнине пĕлтернĕ министр.  Тĕрĕслевпе асăрхав службисем енчен те предприятисене тухса тĕрĕслеҫҫĕ пулсан, массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекенсене явăҫтарсан та лайăх пулнă пулĕччĕ тенĕ министр.   30 ҫула ҫитеймен ҫамрăксем ытларах Интернетра лараҫҫĕ, вĕсене валли те кирлĕ пек хыпарсене вырнаҫтарсах тăмаллине асăннă вăл.

Чăваш Республикинчи Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков тĕрĕслев ĕҫĕсем пирки чарăнса тăнă, вĕсен организацийĕ час-часах халăх сĕнĕвĕсене шута илсе тухса тĕрĕсленине пĕлтернĕ.  Палата членĕсем час-часах ăнлантару ĕҫĕсене те халăхпа ирттерни куҫкĕретех тенĕ ертӳҫĕ.  Уйрăмах ҫуллахи кану вăхăтĕнче, ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе «ҫавра сĕтел» мелĕпе калаҫусем йĕркеленине те хыпарланă Обществăлла палатăн председателĕ. Ачасене сиплемелли эмелсене, апат-ҫимĕҫ таварĕсен пахалăхне сахал мар тишкернине те каланă вăл.     Ҫамрăксем йышлăн канакан вырăнсене те пĕрре мар тухса тĕрĕсленине хыпарланă.

Суя таварсене халăх хушшинче сарасран ҫирĕп асăрхаса тăма хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Яваплăха туйманнисем, тупăш илес тĕллевпе, ҫынсене хĕрхенмесĕрех усал таварсене сутаҫҫĕ.  Пирĕн тĕллев вара вĕсене тупса палăртасси», – тенĕ  Пуҫлăх.  

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн сăмахĕнче Обществăлла палата пайташĕсене предприятисене тĕллевлĕн тухса тĕрĕслеме вĕрентӳ йĕркелеме, ун чухне тата та ĕҫ-пуҫ тухăҫллăрах пулĕ тенĕ.  «Эпир халь çĕнĕ çурт-йĕре хута яма йышăнакан комиссисен йышне кĕместпĕр, çак ĕçе хутшăнмастпăр. Тĕрĕслеве строительство организацийĕсен хăйсен йĕркелемелле. Роспотребнадзор вара шкул, ача сачĕ йышши обьектсене кăна тĕрĕслет», – тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  Палăртнă ведомство обществăлла организацисемпе, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме ялан хатĕррине пĕлтернĕ ертӳҫĕ. Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов докладра строительство тытăмĕнчи ĕҫсемпе паллаштарнă,  предприятисемпе организацисем ГОСТа ҫирĕп пăхăннине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин Строительство министерстви 400 объекта тухса тĕрĕсленине каланă, йĕрке пур ҫĕрте те хуҫалантăр тесе специалистсем тăрăшнине хыпарланă. «Пирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ тенипе çырлахни аванах мар-ха», — регион Ертӳçи Строительство министерствине çынсен сывлăхне, хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçе çирĕп позици йышăнса пурнăçлама хушнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин Чăваш Ен кабель продукцийĕн тĕрĕслевĕпе çыхăннă пилот проектне кĕнине асăннă, пурин те тĕрĕслев витĕр тухма ирĕк пулмаллине палăртнă. Михаил Игнатьев ыйтăва малашне те ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. «Йĕрке пур ҫĕрте те хуҫаланмалла. Кăтартусем лайăх пулччĕр тесен, пурин те ырми-канми тăрăшмалла. Ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирĕн тĕп тĕллев», – тенĕ вăл.  

Фоторепортаж



21 сентября 2018
15:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter