Каҫал тăрăхĕнче паян ФАП уҫнă

Михаил Игнатьев принял участие в открытии фельдшерско-акушерского пункта в селе Токаево Комсомольского районаРеспубликăра фельдшерпа акушер пункчĕсене уҫассипе хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ. 2018 ҫулта объектсен строительство ĕҫне 94,7 миллион уйăрнă, кăтарту пĕлтĕрхинчен 17,4 миллион пысăкрах.

Паян ФАП Каҫал тăрăхĕнче уҫăлнă.  Вырăнти халăха паллă пулăмпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче граждансене тивĕҫлĕ медицина пулăшăвне парасси патшалăх приоритечĕ тесе каланă.  «Ял халăхне пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерес тĕллевпе, 2013 ҫулта ФАПсем уҫасси пирки йышăнăва ҫирĕплетнĕ. Паян 179-мĕш ФАП Каҫал Ен районĕнче уҫăлчĕ», – пĕлтернĕ Пуҫлăх.  

Юлашки ҫулсенче медицина пайĕнче сахал мар курăмлă ĕҫсем пурнăҫланă. Регионта кашни тăваттăмĕш ФАП тĕпрен ҫĕнелнĕ. Ҫулсерен республикăра ҫĕнĕ поликлиникăсем уҫăлаҫҫĕ. Пысăк технологи вăй илсе пыни те куҫкĕретех. Халăх медицина пулăшăвĕпе кăмăллă, условисем чаплă тесе ҫирĕплетет.  Тукайра пурăнакан ҫынсене пуҫаруллă пулнишĕн, тавралăхра тирпейлĕх хуҫалантăр тесе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă республика Пуҫлăхĕ.

Район администрацийĕн ертӳҫи Александр Осипов хăйĕн сăмахĕнче республика ертӳлĕхне кирек-епле ĕҫе те пурнăҫлама пысăк тĕрев панăшăн тав тунă, ялсенче ҫамрăксем хаваспах пурăнма юлнине пĕлтернĕ.  Демографи лару-тăрăвĕ те районта ырă ене куҫса пынине асăннă. Тукай салинче ФАП пĕрремĕш ҫĕнĕ объект шутланать. Пуласлăхра нумай функциллĕ спорт тӳремне те хута яма плана кĕртнине пĕлтернĕ.   Ҫак ĕҫре вырăнти халăхăн пуҫаруллă проектне тĕпе хунине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Паян чаплă пулăма пухăннă ентешсене «Сыны Отечества» офицерсен пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн председателĕ, вице-адмирал Владислав Ильин саламланă. Республика Правительстви, Ертӳҫĕ ялсенче пурăнакансен условисем лайăх пулччăр тесе чылай тăрăшнине ҫирĕплетсе каланă. Кăтартусем те ҫук мар, регионăн ҫитĕнĕвĕсем куҫкĕретех тенĕ вăл.   

ФАП ертӳҫи Гюзелия Ибрагимова ял халăх ячĕпе пурне те тав сăмахĕсем каланă, республика ертӳлĕхне ҫакăн пек пысăк ĕҫ тума витĕм кӳнĕшĕн мухтанă. «Ҫак куна эпир тахҫанах кĕтнĕ. Медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерме хатĕрсем ҫителĕклĕ, условисем лайăх», тенĕ  медицина ĕҫченĕ.  Хĕрлĕ хăйăва каснă хыҫҫăн, хăнасем ҫурта кĕнĕ, условисене курса ĕненнĕ. Районти тĕп больницăн аслă врачĕ Валентина Федорова уйăхне икĕ хутчен, учрежденире ĕҫлекен специалистсем, ялсене ҫитсе халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтернине хыпарланă республика Пуҫлăхне.  

Михаил Игнатьев вырăнти  Интернет ҫыхăнăвне тĕрĕсленĕ, хăвăртлăх пирки ыйтса пĕлнĕ специалистсенчен. «Пирĕн тĕллев – халăхăн пурăнас ĕмĕрне ӳстересси», сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи. Палăртса хăваратпăр, ФАПăн строительство ĕҫне республика бюджетĕнчен 3,7 млн уйăрнă. «Вятка - Сервис» ТМЯО объекта графикпа килĕшӳллĕн, хăвăрт пурнăҫа кĕртнĕ. Паян медицина учрежденийĕн ҫуртне уҫма район пуҫлăхĕ Хасиятулла  Идиатуллин, район администрацийĕн ертӳҫи Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Петр Краснов, Юрий Попов, ял поселенийĕн ертӳҫи Минзаит Зайнуллин, подрядлă организацийĕн ертӳлĕхĕ, медицина ĕҫченĕсем, ял халăхĕ тата ытти хăнасем пуҫтарăннă.  

Фоторепортаж



21 сентября 2018
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter