Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕпе, тĕнчен виҫĕ хут чемпион ятне тивĕҫнĕ Евгения Левановăпа тĕлпулу ирттернĕ

В Доме Правительства состоялась встреча Михаила Игнатьева с чемпионкой мира по художественной гимнастике Евгенией ЛевановойАвăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕпе, тĕнчен виҫĕ хут чемпион ятне тивĕҫнĕ Евгения Левановăпа тĕлпулу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫăва паллă спортсменкăн пĕрремĕш тренерĕ, Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ тренерĕ Ирина Штайнер, Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Эльвира Матренина хутшăннă.

Михаил Игнатьев Евгения Ливановăна тĕнче чемпионатĕнче ҫав тери пысăк ҫитĕнӳ тунă ятпа ăшшăн саламланă. Палăртса хăваратпăр, ăмăртусем Болгарире Софи хулинче иртнĕ, вĕсем авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче вĕҫленнĕ. Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ команди пурне те кая хăварса мала тухнă. Тăхăр ылтăн медальрен ҫиччĕшне Раҫҫей спортсменкисем тивĕҫнĕ.  Шупашкарта ҫуралса ӳснĕ, 18 ҫулхи Евгения Леванова хальхи вăхăтра Чулхулари Олимп резервĕсене хатĕрлекен училищăра хăйĕн ăсталăхне малалла аталантарать.

«Пĕтĕм ҫĕршыв сире хавхаланса сăнаса пычĕ.  Тĕнче шайĕнче ăсталăхăра кăтартса патăр. Паха ҫитĕнӳ, тĕслĕх вырăнĕнче пулса ытти хĕрупраҫсене спорта юратма витĕм кӳтĕр. Гимнастика кĕлетке-ҫурăма илемлĕ хускатма, чун-чĕре туйăмне уҫса яма, пултаруллăха пур енлĕн кăтартса пама хистет», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.  Пуласлăхра тата та пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрасса ĕненетпĕр тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе. Спортра ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн, Михаил Игнатьев Евгения Левановăна тата унăн пĕрремĕш тренерне Ирина Штайнера Тав ҫырăвĕпе алла ҫыхмалли сехет парса чысланă.  

Евгения Леванова ҫапларах каланă: «Медале тивĕҫессишĕн сахал мар тăрăшмалла. Эпир мала тухассишĕн ҫав тери ĕмĕтлентĕмĕр. Тренерсем пирĕнпе ырми-канми ĕҫлерĕҫ, вĕсен шанăҫне тӳрре кăлартăмăр», тенĕ.

Ирина Штайнер хăйĕн сăмахĕнче хĕрпĕрчи тăватă ҫултанах спорта ҫӳреме пуҫланине пĕлтернĕ. Сакăр ҫул иртсен, конкурсра мала тухса Чулхулари Олимп училищине вĕренме кĕчĕ тенĕ вăл.  «Пĕлсех тăтăм, хĕрача пуласлăхĕ пысăк пуласса. Ĕҫе те юратать хĕр пике, тăрăшулăхĕпе палăрса тăрать», тенĕ.  

Паянхи куна Чăваш Енре спортăн ҫак енĕпе 400 ытла ҫын хăйĕн ăсталăхне туптать.  Пĕр пухăннĕ пек чухне ертӳҫĕсемпе пĕрле хăнасем спорт аталанăвĕ пирки сăмахланă, Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Спорт министерствине ҫамрăксене  валли аталанма ятарлă зал хатĕрлессипе ҫыхăннă ыйтусене татса пама хушнă.   

Фоторепортаж



21 сентября 2018
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter