Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Дорэкс» АО йĕркелесе янăранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă

Коллектив АО «Дорэкс» отметил 50-летие со дня основания предприятияАвăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Дорэкс» АО йĕркелесе янăранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă.

Уява пухăннисене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов, Раҫҫей Федерацийĕнчи Беларуҫ Республикин Хусанти Посольствин уйрăмĕн ертӳҫи Олег Исаев, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Маклыгин тата ытти официаллă хăнасем саламланă.

Предприятинче ĕҫлекенсене, сумлă ветерансене Михаил Игнатьев саламланă май, организаци пĕр тикĕс лайăх ĕҫлесе пынине, кирек епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва та вĕсем ялан татса панине палăртнă. «Ертӳҫĕ хăй ĕҫне пĕлсе ĕҫленине кура, ҫитĕнӳ предприятийĕн пысăк. Кунне-ҫĕрне пăхмасăр ҫулсене тирпейлесе тасатса тăратăр. Эсир тăрăшнипе, урамсем, ҫуртсем таврашĕсем хитреленсе пыраҫҫĕ. Раҫҫейре Шупашкар темиҫе хутчен те чи таса хула шутне кĕнĕ.  Шăпах та, ҫакăнта сирĕн пысăк тӳпе пур», тенĕ регион Ертӳҫи.  

«Дорэкс» АО директорĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Никитин хăйĕн сăмахĕнче организацийĕн ĕҫĕпе паллаштарнă май, предприяти ҫулсерен тупăшпа ĕҫлесе пынине палăртнă, кăтарту 560 млн ҫитнине хыпарланă.

Предприятийĕн пурлăхпа техника бази пуян, 140 единица машина шута илнĕ.  Вĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ. Организацире ĕҫлекен специалистсем пĕлӳ шайне ӳстерсе пыраҫҫĕ.

Паянхи куна илес пулсан коллективра 400 ҫын тăрăшать. Чи пахи организацире ҫынсем вăтамран 20,30, 40 ҫул ĕҫлекенни.

Мероприятине пухăннисене Раҫҫей Федерацийĕнчи Беларуҫ Республикин Хусанти Посольствин уйрăмĕн ертӳҫи Олег Исаев саламланă. Икĕ республика хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăну пулнине, пĕр-пĕрин паха опытне тĕпе хурса тăрăшнине пĕлтернĕ. Хула таса, хăнасем тӳрех ҫакна пысăка хурса хаклаҫҫĕ тенĕ вăл.

«Мана танлаштарса пăхма та питĕ меллĕ.  Минск тирпейлĕ те хăтлă. Шупашкар вĕсенчен юлмасть. Таврара тасалăх хуҫаланать. Предприятинче ĕҫлекенсем хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫлани куҫкĕретех.   Пирĕн тăрăхра калăпланса тухакан техника регионта ĕҫлени пире пушшех те хавхалантарать», палăртнă сумлă хăна.  

Организаци ĕҫлеме тытăннăранпа 50 ҫул ҫитнĕ ятпа Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов саламланă. «Хулана юратакан ҫынсем ҫак организацире тăрăшаҫҫĕ. Ку питĕ лайăх. Вĕсене пула, хулан сăн-сăпачĕ ырă енне куҫса пырать», тенĕ депутат, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов ҫырнă салам ҫырăвне вуласа панă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ. Вăл кун саламсем ҫумне Чăваш Енри ГИБДД Управленийĕн пуҫлăхĕ Владимир Романов, хула администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Макрыгин хутшăннă.  

Уяв мероприятийĕ концертпа вĕҫленнĕ. 

Фоторепортаж



24 сентября 2018
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter