Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕ хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленсе ҫитнине паян федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе тата Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе кашни эрнере пулакан планеркăра тĕплĕн пăхса тухнă

Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕ хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленсе ҫитнине паян федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе тата Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе кашни эрнере пулакан планеркăра тĕплĕн пăхса тухнă.

Михаил Игнатьев ЖКХ ыйтăвĕсене кулленхи кун йĕркинче тăратнине, республика ертӳлĕхĕ ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине каланă.  Объектсене хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрлесе ҫитернине специалистсем тухса тĕрĕсленине пĕлтернĕ.  Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе котельнăйсене ҫулсерен ҫĕнетсех пыраҫҫĕ.   Республика бюджетĕнчен Ҫĕмĕрлери, Куславккари объектсен строительство ĕҫне сахал мар тăкакланă.  Газшăн пухăннă парăмсене тӳлесе татма 50 млн пăхса хăварнă республика бюджетĕнче. Социаллă учрежденисене хутса ăшăтма резерв та хатĕрленĕ, кирек-епле кĕтменлĕх сиксе тухсан та, вăхăтра татса пама майсем пур тесе каланă ертӳҫĕсем.

Тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – энергорессурсемпе усă курнăшăн пухăнса кайнă парăм виҫи. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 3 млрд 650 млн танлашать.  Газшăн вара парăм 1 млрд. 967 млн пуҫтарăннă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ парăм виҫисене чакарассипе ҫирĕп условисем йĕркелесе пыма каланă.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн докладĕнче ТЭК объекчĕсене 93,2 процент чухлĕ, коммуналлă хуҫалăх пайне – 95 процент, пурăнмалли ҫурт-йĕр тытăмне 99,5 процент хĕллене хатĕрлесе ҫитернине хыпарланă.    

Паянхи куна илес пулсан, Элĕкре, Патăрьелĕнче, Вăрнарта, Йĕпреҫре, Канашра, Куславккара, Каҫал енре, Красноармейски тăрăхĕнче, Сĕнтĕрвăрринче, Муркашра, Пăрачкавра, Ҫĕрпӳре, Шупашкарта, Ҫĕмĕрлере, Етĕрнере, Елчĕкре, Улатăрпа Канаш хулисенче графикпа килĕшӳллĕн ĕҫсем пулса пынине пĕлтернĕ министр.  Ҫак муниципалитетсенче ĕҫсем туллин пурнăҫа кĕнĕ. Республика Пуҫлăхĕ йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан объектсене тухса тĕрĕслеме хушнă. Сăмах май, Ҫĕмĕрле хулинче нумаях пулмасть хута кайнă ҫĕнĕ котельнăй епле ĕҫленипе те кăсăкланнă.  «Мĕнпур йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тĕпрен татса панă. Ҫĕмĕрле хули хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр», – тенĕ министр.

Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн Чăваш Енри ертӳҫи Виктор Кочетков тĕп инспектор регионта хĕллене валли объектсем 99,9 процента ҫити хатĕр тесе хыпарланă. Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсассипе Ҫĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарта лару-тăру питĕ аван, графикпа килĕшӳллĕн ĕҫсем пурнăҫланнă тенĕ вăл.  Кăштах юлса пыраканнисене те палăртса хăварнă. Вĕсем: Ҫĕмĕрле хулипе Сĕнтĕрвăрри районĕ.  Тĕрĕслевсем те сахал мар ирттернĕ, вĕсен шучĕ 69 иртсе кайнă.  Йĕрке пăсакансем пирки административлă майпа ĕҫ пуҫарнă тесе каланă ертӳҫĕ сăмаха малалла тăсса. Парăм рессурсемпе усă курнăшăн чи нумаййи  «Управление ЖКХ» УК тата Ҫĕнĕ Шупашкарти УК ЖКХ тулли мар яваплă обществăн.  Управляющий компанийĕн ĕҫне тĕрĕслев ирттерме чĕнсе каланă  экспертсемпе аудиторсене пуҫлăхсем.  Организацисем халăхран укҫа пухаҫҫĕ, анчах та рессурсемпе усă курнăшăн саплаштарманни куҫкĕретех.

Паян планеркăра Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков тата Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова тарăн докладсем тунă. Социаллă сферăсене хутса ăшăтмалли тапхăра тирпейлесе ҫитересси вĕҫне-хĕрне тухса пырать тенĕ вĕсем.   

Алексей Ладыков «Коммуналлă технологисем» ТМЯО ĕҫĕпе паллаштарнă, маларах ҫак организацире ĕҫлекеннисем «Теплосеть» МУПа куҫнине пĕлтернĕ, кăтарту 85 процентпа танлашать тесе хыпарланă.   

Республика Пуҫлăхĕ предприятийĕн пĕр чарăнми лайăх ĕҫлемеллине асăрхаттарнă.

Тахҫантанпах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва республикăри мĕнпур службăсем пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура татăлнине аса илсе хăварнă регион Ертӳҫи.

«Ăшăпа  тивĕҫтермелли тапхăр пуҫланиччен шутлă кунсем ҫеҫ юлнă. Пур ыйтăва та тĕпрен татса парассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Кăлтăксем пачах та пулмалла мар. Кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта халăха, социаллă объектсене тĕрлĕ рессурсемпе туллин тивĕҫтермелле», – тесе чĕнсе каланă Регион Пуҫлăхĕ.  

 



24 сентября 2018
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter