Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен тарăн сӳтсе явнă

Состоялось заседание рабочей группы по подготовке и проведению празднования в 2019 году 550-летия основания города Чебоксары и в 2020 году 100-летия образования Чувашской автономной областиРаççей Федерацийĕн Президенчĕ 2012 çулта утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче "Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен" калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ . Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тата ирттерес ĕçе хутшăнма сĕннĕ. Регионта ĕҫ ушкăнне йĕркеленĕ. Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче ĕҫлĕ лару иртнĕ. Хатĕрленӳ ĕҫĕсем республикăра хĕрӳ пынине палăртнă Михаил Игнатьев канашлу ĕҫне пуҫланă май. Юбилей ҫĕршыв шайĕнче пĕлтерĕшлĕ пулнине те асăнса хăварнă. Укҫа-тенкĕ истори тĕлĕшĕнчен паллă объектсене реконструкцилеме тата тĕпрен юсама тăкакланассине хыпарланă.  Регион Пуҫлăхĕ мĕнпур хуласемпе районсенче тирпейлĕх хуҫаланмаллине, объектсем таса та хăтлă пулмалла тесе асăрхаттарнă. Район центрĕсене ытларах тимлĕх уйăрмаллине, нумай хваттерлĕ ҫуртсен пурин те пĕрпекрех пулмаллине, фасадсем илĕртӳллĕ хитреленмеллине каланă. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе хастартарах ĕҫлемелле, граждансен сĕнĕвĕсене шута илмелле тенĕ вăл.  Хуҫасăр юхăнса ларакан объектсене пуҫтарса тирпейлемеллине, ҫулсене тасатмаллине, ҫум-курăксенчен хăтăлмаллине уйрăммăн палăртнă регион Пуҫлăхĕ.   Мĕнпур ĕҫсене ытларах вырăнти халăха явăҫтарсан усăллă пулĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Енчен те граждансем хăйсем территорисене тирпейлесе пырсан, ун чухне вĕсем тасамарлатмĕҫ.  Паллă, мероприятисене депутатсемсĕр  ирттерме май ҫук. Шăпах та, вĕсем пысăк витĕм кӳрекеннисем.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тимлекенсене уявсем пирки каласа ăнлантармалла, тен ун чухне вĕсен пулăшу парас шухăш та ҫуралĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков юбилей мероприятийĕсен проекчĕпе паллаштарнă. Енчен те туризма аталантарма укҫа-тенкĕ федераци центрĕнчен куҫсан, Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре, Мускав районĕнчи Атăлҫи ҫыранĕ хĕрринчи объектсем тĕпрен ҫĕнелессине каланă. «Волжский-3» микрорайонта шкул, тĕп хулара ача сачĕсем тăвасси те планра пур тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Канашлура культура программисем пирки те чарăнса тăнă. «Раҫҫей ҫăлкуҫăсем», «Акатуй» тата ытти уявсене пысăк шайра йĕркелемелли ҫинчен каланă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хулан малтанхи пурнăҫĕпе хальхи вăхăтне, 14692019-мĕш ҫулсенчи тапхăрпа танлаштару пулассине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин истори архивĕнче те сахал мар ĕҫ йĕркеленет, пĕр сăмахпа каласан, халăх валли пĕлмелли, курмалли чылай пулать.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов  хăйĕн докладĕнче 2019 ҫулта регион пĕлтерĕшлĕ ҫулсене тирпейлесе, юсаса тăма 1 млрд 200 млн бюджетра пăхса хăварнине ырă хыпара каланă, кăтарту каламасăрах паллă, ытти ҫулхисенчен пысăк.  

Ларура укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсем пирки те калаҫу хускатнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  

Фоторепортаж



25 сентября 2018
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter