Ҫитес ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа Чăваш Енре цифрăллă телерадиовещани хута кайĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – регионта цифрăллă телерадиовещани йĕркелесе ярасси.

Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов хальхи вăхăтра цифрăллă эфир телекуравĕн сетьне тăвассипе ҫыхăннă федераци проектне пурнăҫа кĕртес ĕҫ вĕҫленсе пынине  хыпарланă.  Енчен те планпа пăхса хăварни пĕтĕмпех пурнăҫлансан, Раҫҫейре 20 каналпа тӳлевсĕрех халăх телехыпарсене пăхма е итлеме пултарать.  Çак тапхăрта Раҫҫей телевидени тата радио хыпарлав сечĕн «Чăваш Республикин радиотелевидени паракан центрĕ» филиалĕн специалисчĕсем 42 станцие ĕçе кĕртнĕ, çав шутран 14-шне малтанах пулнă телевышкăсемпе ҫыхăнтарнă. Асăннă объектсенче пуринче те телеканалăн (мультиплексăн) пĕрремĕш пакетне трансляцилемешкĕн ятарлă передатчиксем вырнаçтарнă. Паянхи кун тĕлне сигнал Чăваш Енри халăхăн 99% патне çитет. Çапла вара регионта пурăнакансем федераци шайĕнчи 10 телеканала цифрăллă пахалăхпа пăхма пултараççĕ: «Первый канал», «Россия 1», «Матч ТВ», «Россия — Культура», «Россия-24», «Телекомпания НТВ», «Петербург – 5 канал», «Карусель», «Общественное телевидение России», «ТВ ЦЕНТР — Москва». Иккĕмĕш мультиплекса тепĕр 10 телеканал кĕрет («Рен-ТВ», «Спас», «СТС», «Домашний», «Пятница», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «Муз ТВ», «ТВ-3»). Чăн та, ăна хальлĕхе Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата çывăхри ял-поселокра çеç курма май пур. «Чăваш Ен» ПТРК телеканалĕсем цифрăллă эфир телекуравĕн пĕрремĕш мультиплексне кĕнĕ. Вырăнти хыпарсемпе кăларăмсене цифрăллă форматпа «Россия 1» тата «Россия 24» телеканалсемпе пăхма пулать.  Граждансене валли интернет-ресурс «Карта.ртрс.рф» йĕркеленĕ.  Цифрăллă эфир телекуравĕ — телекуравăн хальхи йышши технологийĕ. Цифрăллă сигнал тĕрлĕ чăрмав тĕлĕшпе чăтăмлă, çавна май сасă тата ӳкерчĕксем пысăк пахалăхлă пулаççĕ. Хальхи йышши телевизор çав сигнала тыттăр тесен дециметрлă диапазонлă антенна çеç кирлĕ. Кивĕ телевизор валли антеннăсăр пуçне тата приставка туянмалла.

Пĕлсе тăма: пĕрремĕш тата иккĕмĕш мультиплекссен программисене пăхнăшăн абонент тӳлевĕ çук.

Сăмах май, Михаил Игнатьев регионта 68 ялта тĕп эфира пачах та тухайманнине хыпарланă, 8000 ытла халăх тӳлевсĕр ЦЭТВ пăхаймасть тенĕ вăл. Ҫыхăну  чăнласах та ҫук тесе сăмаха ҫирĕплетнĕ министр.  Раҫҫей Федерацийĕн Ҫыхăну министерстви спутник урлă ҫыхăну тыттарассипе Килĕшӳ проектне йĕркелет.  Кун пек чухне тен йывăрлăх татăлĕ тенĕ министр. Асăннă ыйтăва вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пурăнакансемпе пĕрле уҫăмлатма тивет.  Спутник урлă енчен те  вĕсем телекуравсемпе паллашма кăмăл тăваҫҫĕ пулсан, эпир хатĕр витĕм кӳме тенĕ Михаил Анисимов. Федерацин цифрăллă телекурав çине куçассипе çыхăннă тĕллевлĕ программи кăçал вĕçленет. 2019 çулхи кăрлачран пуçласа аналоглă телекурава майĕпен сӳнтерсе пыма пуçлаççĕ. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче влаҫ органĕсенче тăрăшакансен тĕллевĕ – халăха телерадио хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăма кирлĕ пек мĕнпур условисене хатĕрлесе тăратасси тенĕ.  Калас пулсан, ялсенче пурăнакансенчен кашни виҫҫĕмĕш ҫемьере спутник турилккесене вырнаҫтарнине уйрăммăн палăртса хăварнă. Сăмах май, сахал тупăшлă – йывăр ҫемьесене, нумай ачаллисене социаллă пулăшупа тивĕҫтерессине те пăхса хăвармалла тесе каланă Михаил Игнатьев калаҫура. 



25 сентября 2018
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter