Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинче строительство ĕҫĕсем епле пулса пынипе паллашнă

Глава Чувашии проинспектировал объекты города Чебоксары Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинче строительство ĕҫĕсем епле пулса пынипе паллашнă. Энгельс урамĕнчи 16-мĕш ҫурта тĕпрен юсаҫҫĕ.  1960 ҫулта хута кайнă нумай хваттерлĕ ҫуртра 212 ҫын пурăнать.  Объекта «Теплый дом» ТМЯО тирпейлесе тытса тăрать.

Хальхи вăхăтра объектра «Стройэксперт» ТМЯО тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлать.   Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 5,73 млн танлашать. Строительсем юсав ĕҫне юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕҫлеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ пынă ертӳҫĕсене.

Ҫак ҫуртра 2015 ҫулта ҫынсене вĕри шывпа тивĕҫтермелли тытăма ҫĕнетнĕ. Муниципаллă программăпа килĕшӳллĕн, 2017 ҫулта балконсене, ҫуртăн малти пайне тĕпрен хитрелетнĕ, юсанă. Пурĕ виҫĕ ҫул хушшинче объект валли 11 млн уйăрнă. Ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлама витĕм кӳрекен фонда халăх харпăр хăй виҫине вăхăтра пухса панă, пĕтĕмпе 700 пин ҫитернĕ.  Республика Пуҫлăхĕнчен вырăнти халăх ҫуртăн ҫивĕттине витме пулмасть-ши тесе ыйтса пĕлнĕ, май пулсан плана кĕртсе хăварма каланă. Регион Пуҫлăхĕ кирек-епле ĕҫе пуҫличчен те халăх сĕнĕвне шута илме тăрăшмалла тенĕ, комплекслă ĕҫлесен тухăҫлăх пысăкрах пулма пултарасса палăртнă. Пулса тухать тепре чухне ҫапла, шалтан тирпейлĕ ҫурт, тăрри шăтăк, шыв юхтарать.  Кун пек чухне ҫийĕнчех тĕрĕс йышăнусем туса хăвармалла.

Регион Пуҫлăхĕ халăх харпăр хăй ҫуртне тирпейлесе тăрас ĕҫе хапăл тусах хутшăннине курса ĕненнĕ. Ҫынсем хăйсем тĕллĕн укҫа пухса, видеосăнав та илнĕ, ăна вырнаҫтарнă. Куншăн ырласа граждансене тав тунă регион Ертӳҫи. «Чебоксары-Телеком» МБУ  коммуникаци ыйтăвĕсене хускатнă. Объектсенчи ĕҫсене пурнăҫлама укҫа вырăнти бюджетран тăкакланни паллă.   Илпек урамĕнчи 5-мĕш ҫуртăн А корпусĕ ҫывăхĕнчи котельнăй епле ĕҫленипе кăсăкланнă ертӳҫĕсем. Хутса ăшăтмалли тытăм 17 ҫурта ăшăтать. Икĕ ача сачĕ, пĕр шкул тата ытти учрежденисем те вĕсен пулăшăвĕпе усă кураҫҫĕ.   Котельнăйне 1957 ҫулта хăпартса лартнă.  2011-мĕш ҫулта ăна тĕпрен юсанă. Ҫулсерен кăштах та пулин хутса ăшăтмалли тытăма ҫĕнетсех тăраҫҫĕ, кивĕ хатĕрсене ҫĕннипе ылмаштараҫҫĕ. Маларахри ҫулсенче вăл «Коммуналлă технологисем» ТМЯО ҫинче шутланса тăнă, халĕ вара «Теплосеть» МУП ҫине куҫарнă. Палăртса хăваратпăр,  «Теплосеть» МУП директорĕ Алексей Щепелев.  Вăл хутса ăшăтмалли система хĕллене хатĕр тесе хыпарланă.  Михаил Игнатьев ӳлĕмрен хулана ҫак объектсене тытса тăма тапхăр-тапхăррăн пулăшу куҫассине те асăнса хăварнă.  

Палăртнă кун Михаил Игнатьев Мускав кĕперĕ пирки те ыйтса пĕлнĕ, вырăна ҫитсе строительство ĕҫĕпе паллашнă. Иккĕмĕш тапхăрпа пулса пыракан ĕҫĕн строительство пайне пурнăҫлама укҫа-тенкĕ ҫителĕклĕ таран туллин парса тивĕҫтернĕ. План тăрăх, кĕпере чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитермелле.  Кĕпер ҫинче мĕн авалтан пăкă пулнă. Автомашинăсене ҫӳретме меллĕ пулман.  Тахҫантанпах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса панă тесен те йăнăш мар. Ҫулсем ҫинче хăрушсăрлăх хуҫаланассине ӳлĕмрен шансах тăратпăр. Водопроводнăй урамĕнчи Мускав проспектĕнчи пай малашне сарăласси паллă.  Хула бюджетĕнче объектсене хута яма 4,5 млн пăхса хăварнă. Малашне унта та автомашинăсем вăраха кайса пĕрне-пĕри кĕттерсе тăратмĕҫ. Пĕр сăмахпа каласан, сарлака пулакан ҫул, пурне те тивĕҫтерĕ.  

Фотоепортаж



26 сентября 2018
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter