Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче патшалăхăн ҫĕнĕ программисене тишкернĕ

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ. Паян ăна республика Правительствин Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă. Ĕҫе пухăннисем Чăваш Республикинчи патшалăхăн ҫĕнĕ хушма программисене ҫирĕплетсе хăварнă, вĕсем обществăлла финанс ыйтăвĕсемпе тата патшалăх умĕнчи парăмпа, обществăра йĕркепе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă. Палăртнă программăсене Чăваш Республикинче социаллă пурнăҫпа экономикăна  2035-мĕш ҫулччен аталантарассипе йышăннă стратегине тĕпе хурса пурнăҫлĕҫ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина патшалăх программин тĕп тĕллевĕсем пирки каласа кăтартнă.  Хушма программăсем ҫинчен ăнлантарса панă. Мĕнпур ĕҫсем пĕтĕмпех республикăн харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пыма, бюджета тăнăҫлă пĕр тикĕс аталантарма витĕм кӳнине те асăннă вице-премьер.  Чăваш Республикин бюджет тăкакĕн тухăҫлăхне ӳстерме шалти тата тулаш енчен патшалăхăн финанс тĕрĕслевне  анлăрах йĕркелеме, кирек-епле ыйтăва та уҫăмлă татса пама майсем парассине каланă.

2019–2037-мĕш ҫулсенче пĕтĕмĕшле финанс калăпăшĕ 22 млрд пуласси паллă.  Ытларах укҫа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене куҫасси те куҫкĕретех. Патшалăх программисемпе ĕҫлеме 2019-мĕш ҫула 2,3 млрд уйăрнă, вăл шутран муниципалитетсене 1,1 млрд пăхса хăварнă. Тĕп кăтартусенчен пĕри – патшалăх программисем харпăр хăй тупăшне ӳстерме витĕм кӳни. Республикăн вăраха тăсăлса пыракан парăмсен виҫи те пĕчĕкленсех пырать.    

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева обществăна йĕркепе тивĕҫтерес тĕллевпе йышăннă патшалăх программи пирки калакан ĕҫ хучĕ ҫинчен чарăнса тăнă. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – тĕп приоритетсенчен пĕри пулса тăнине асăннă министр. Наркăмăш япаласем ҫинчен те сăмахланă, вĕсене халăхра сарасран пурин те кулленех сыхă тăмаллине палăртнă. Ҫула ҫитмен ачасемпе, йывăр ҫемьесенче ӳсекен шăпăрлансемпе профилактика ĕҫне йĕркелесе пымаллине те тепĕр хут аса илсе хăварнă, вĕсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк тесе хакланă.

Патшалăх программине тăватă хушма программа кĕрет. Вĕсемпе ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тимлекенсен, федераци службисен регионти уйрăмĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансен ятарлă плансем йышăнса ĕҫе йĕркелесе пымаллине чĕнсе каланă министр.  Енчен те палăртнисем пĕтĕмпех пурнăҫлансан, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланасси куҫкĕретех пулĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Патшалăх программипе килĕшӳллĕн мероприятисене йĕркелеме 2019–2035-мĕш ҫулсем валли пĕтĕмпе 442 млн ытла укҫа бюджетра  пăхса хăварнă, вăл шутран Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен 337,4 млн, вырăнти бюджетран 96,2 млн, ытти ҫăлкуҫсенчен вара 8,5 млн уйăрнă.  Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче экологипе ҫыхăннă патшалăх программисем пирки те ыйтусене тарăн пăхса тухнă, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Граждансене социаллă пулăшусемпе тивĕҫтерес ыйту кун йĕркинчех, ун пирки тĕплĕн ăнлантарса панă, ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыҫҫăн, 2018-мĕш ҫул тата планпа пăхса хăварнă 2019, 2020-мĕш ҫулсем валли тӳрлетӳсем туса хăварнă.  



26 сентября 2018
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter