Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă

Глава Чувашии проверил ход благоустройства городских объектов НовочебоксарскаАвăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă, муниципалитетра тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ĕҫсем епле пурнăҫланса пынипе кăсăкланнă. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци программипе килĕшӳллĕн, Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫулсене тирпейлесе пыраҫҫĕ. Объектсене пурнăҫлама 26,7 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Советский урамĕнче кĕпер юсаҫҫĕ. Строительство ĕҫне «Дорстройсервис» ТМЯО пурнăҫлать. Объектра хĕрӳ ĕҫ пырать.

Михаил Игнатьев подрядчик хăй ҫине шанса илнĕ ĕҫе епле пурнăҫласа пынине ыйтса пĕлнĕ.  Пĕтĕмпе объект ҫинче 15 ҫын ĕҫлет.  Хула администрацийĕн ертӳлĕхĕ вырăна тухса кашни кун ĕҫлĕ канашлу ирттерет.  Строительство ĕҫне кăҫал чӳк уйăхĕ вĕҫлениччен тĕпрен пĕтермелле. Кунта тăрăшакансем объекта графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртме шантараҫҫĕ. Кивĕ хулан территорийĕсенче ĕҫ-пуҫ епле пулса пынипе те кăсăкланнă республика Пуҫлăхĕ. Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи условисене курса ĕненнĕ. Кăҫал муниципалитетри объектсем валли 10,2 млн пăхса хăварнă.  

Хулари халăхпа тĕл пулса калаҫнă май, Михаил Игнатьев палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене федераци программипе килĕшӳллĕн пурнăҫланса пынине пĕлтернĕ. «Хула хутлăхне хăтлăлатас» программа республикăри ытти муниципалитетсенче те аванах пурнăҫланнине хыпарланă.  Малашне те программăсем регионта ĕҫлессине каланă вăл сăмаха тăсса.  Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕччен Ҫĕнĕ Шупашкарта   тĕп ĕҫсене вĕҫлесе пымаллине асăнса хăварнă ертӳҫĕсем. Нумай хваттерлĕ ҫуртсен фасачĕсен, балконĕсен пĕр евĕр хитре пулмаллине асăрхаттарнă ертӳҫĕсем.

Палăртнă кун Винокуров урамĕнчи объектсем пирки те ыйтса пĕлнĕ Михаил Игнатьев вырăнти ертӳҫĕсенчен.  Ҫул урлă каҫса ҫӳремелли лаптăка строительсем тирпейлеҫҫĕ. Хулари мĕнпур ĕҫе епле йĕркепе пурнăҫласси пирки халăх сĕнĕвне шута илсе туса пыраҫҫĕ. 2018 ҫулта пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче рейтинг сасăлавĕ те ирттернĕ пулнă хăй вăхăтĕнче.  Хулара «Благоустройство» ТМЯО тăрăшать, объекта хута яма 13,8 млн контракт алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Ҫĕнĕ Шупашкарăн Атăл ҫыранĕн ҫӳлти пайĕ хăтлăланса пырать. Кунта ĕҫсене 2017 ҫулта пуҫланă. Федераци программине пурнăҫа кĕртме 14,9 млн уйăрнă. Условисем лайăх, халăх кăмăллă.  Михаил Игнатьев  пур сценăна реконструкцилеме сĕннĕ. Хăнасем, хулара пурăнакансем ҫак лаптăка хапăл тусах йышлăн пухăнни куҫкĕретех, ҫавăнпа объекта ҫĕнетни вырăнлă тенĕ вăл сăмаха май.

Тахҫан «Атăл» кинотеатр пулнă, халĕ «Тетерин Фильм» ятлă вăл. Граждансем таврара унăн ҫывăхăнче таса мар тесе пĕрре мар сăмах пуҫарнă, «Грани» хаҫат патне ыйтса ҫăхав ҫырнă. Михаил Игнатьев тирпейсĕрлĕхе курса ĕненме шутланă ҫак кун.  Чăнласах та, хуҫасăр объект пулнă имĕш. Хула ертӳлĕхне муниципалитетри пурлăхсене шута илме, вĕсене ҫирĕп йĕркепе тытса пырса, тирпейлесе тăмаллине асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ. Енчен те предприяти ертӳҫисем хăйсене шанса илнĕ объектсене тирпейлесе тăмаҫҫĕ пулсан, Килĕшӳ хутне пăрахăҫламалла тесе чĕнсе каланă вăл.   Тĕплĕ ҫулҫӳревре палăртнă кăлтăксене пĕтерес тĕллевпе, хула администрацийĕ авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче субботник йĕркелеме план тунă. Хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова кинотеатр ҫывăхĕнче пуҫтарса тирпейлеме шантарнă  пынă хăнасене.   Ҫӳп-ҫапа тасататпăр тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.  

Фоторепортаж



26 сентября 2018
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter