Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ларăвне ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел заседание Антинаркотической комиссии в Чувашской РеспубликеАвăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ларăвне ирттернĕ.

Ĕҫе пухăннисем наркотика хирĕҫ кĕрешессипе анлăрах ĕҫлемеллине, тухăҫлăха ӳстермеллине палăртнă. Уйрăмах ҫамрăксем хушшинче профилактика енĕпе ҫыхăннă мероприятисене ытларах йĕркелесе ирттермеллине каланă.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствинче наркотиксен ҫаврăнăшне  саккунсăр майпа сутассинчен сыхă тăракан Управленийĕн пуҫлăхĕ Данис Шакуров кăҫал кăрлач-август уйăхĕсенче республикăра саккунсăр майпа наркотика халăх хушшинче сарнă 737 тĕслĕх тупса палăртнине хыпарланă.  Ытларах наркăмăша ушкăн-ушкăнăн пухăнса халăхра салатни сисĕнет тенĕ ертӳҫĕ сăмаха тăсса.  Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерстви Шупашкарта, Йошкар-Олара, Хусанта, Ульяновскра, регионти хăш-пĕр районсенче те йĕрке пăснă тĕслĕхсене сахал мар тупса палăртнине асăннă вăл. Шăпах та, асăннă территорисенче наркотика йышлăн пухăнса, ятарлă ушкăнсем, ҫынсем патне илсе ҫитерни сисĕнет тенĕ ертӳҫĕ.   

Чулхула таможнийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ – Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳҫи Игорь Зуев хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех асăннă тапхăрта пĕтĕмпе 60 авиарейса тĕрĕслев витĕр кăларнине хыпарланă.  Йĕрке пăснă тĕслĕхсем «Аэропорт-Шупашкар» пунктра пĕрре те пулман тенĕ вăл.    

Чăваш Республикин ҫыхăнупа информаци технологийĕсен федераци службин Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳҫи Татьяна Евдокимова хăйĕн докладĕнче МИХсене тăтăшах тĕрĕсленине, пĕтĕмлетӳ – йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулманнине ҫирĕплетет тенĕ.  Прокуратура  йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, 30 сайт ĕҫне пăрахăҫланине каланă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов  специалистсем регионта 82 шкул ачине, хăш-пĕр студентсене ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине, ятарлă ушкăна кĕртсе кулленех профилактика ĕҫĕсем туса пынине асăннă.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов наркологи службинче  ҫула ҫитмен 221 ачана шута илнине асăннă. Вĕсем эрех-сăра, наркăмăшсене туянса тутанса пăхнине ҫирĕплетнĕ тенĕ министр. Кăтартăва пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăҫал усал ĕҫпе аптракансен йышĕ сахалланнă 25,3 процент пĕчĕкленнĕ тенĕ. Ларăва пухăннисем, усал ҫул ҫине тăнă ҫула ҫитмен ачасемпе волонтерсем час-часах ырă ĕҫсем тунине, вĕсене унтан пăрăнма витĕм кӳни пирки каласа кăтартнă, паха ĕҫ опычĕсене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă.  

Юлашки ҫулсенче Чăваш Енри право хуралĕнче тăрăшакансем мĕнпур службăсемпе тачă ҫыхăннине кура,  йĕрке пăсакансене ҫийĕнчех тупса палăртнине, ҫирĕп явап тыттарнине каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, малашне те ҫак ыйтупа ҫивĕч ĕҫлемеллине палăртнă. «Шкул ачисемпе наркăмăш сиенĕ пирки  уҫă калаҫусем ирттермелле, унăн «аллине» лексен, вилĕм те часах ҫывхарни ҫинчен аса илтерсех тăмалла.  Ачасем усал ĕҫ патне туртăннине курсанах, тӳрех ятарлă службăсем патне хыпарсене илсе ҫитермелле.  Хальхи вăхăтра ҫамрăксем интернетра ытларах лараҫҫĕ, сиен кӳрекен хыпарсене вуласа пĕлме пултараҫҫĕ. Аслисен ҫакна ҫивĕч тĕрĕслесех тăмалла, тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юрамасть», — тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ.

Фоторепортаж



27 сентября 2018
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter