Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Алюмини туса кăларакансен Ассоциацийĕн председателĕпе Валентин Трищенкăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Главы Чувашии Михаила Игнатьева с председателем Алюминиевой Ассоциации Валентином ТрищенкоЧăваш Республики – инвесторсем валли уҫă регион. Кашни предприниматель хăй палăртса хунă проекта республикăра пурнăҫа кĕртме пултарать.  Условисем хăтлă, инфратытăм ҫирĕп аталаннă. Алюмини таварĕсене тирпейлессипе ҫыхăннă проекта паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Алюмини туса кăларакан Ассоциацийĕн председателĕпе Валентин Трищенкăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Республика Пуҫлăхĕ хăй ятĕнчен тата регионти промышленноҫ предприятисенчен сумлă хăнана пирĕн республикăра черетлĕ форум йĕркелеме кăмăл тунăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

«Алюминипе ĕҫлекенсен Ассоциацийĕн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикинче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тимĕрсене хĕртсе тĕрлĕ таварсем тирпейлессипе ĕҫлеме вĕрентекен центр ăнăҫлă вăй илсе кайнă. Унăн ҫитĕнĕвĕсем те пысăк.  Квалификациллĕ кадрсем вĕрентсе кăларасси кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Енчен те специалистсем ытти сферăсенче ĕҫлеме пултараканнисем кирлĕ пулсан, Вĕренӳ министерствипе пĕрле килĕшсен, тата та анлăлатма майсем пур центра, бюджет вырăнĕсен шутне ӳстерме те пулать», – тенĕ вăл.  

Регионта тĕрлĕ проектсемпе ĕҫлеме пулать, условисем лайăх тесе ҫирĕплетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Паян сӳтсе явакан актуаллă ыйтусем малашне тата та чаплăрах, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлеме витĕм кӳрессине шанса каланă регион Ертӳҫи.  «Пĕлсех тăратăп, пирĕн предприятисем алюмини таврашĕпе ҫыхăннă ҫĕнĕ йышши проектсемпе ĕҫлеме хатĕррине. Вуншар вуншар ҫĕнĕ производствăсем те уҫăлĕҫ-ха», – палăртнă регион Пуҫлăхĕ.   

Алюмини туса кăларакансен, поставщиксен тата усă куракансен пĕрлешĕвĕн Ассоциацийĕн председателĕ Валентин Трищенко хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикин алюминипе ĕҫлеме пысăк шухăш пуррине курса тăратпăр тенĕ.  Предприятисем питĕ кăсăкланни те куҫкĕретех тесе малалла тăснă май.  Республика Правительствине, промышленноҫ предприятийĕсене пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса килĕшсе ĕҫленĕшĕн мухтанă Владимир Трищенко.  «Хальхи вăхăтра  Раççейре алюминирен хатĕрленĕ хутăшсене çĕнĕ мелпе шăратса çыпăçтармалли технологисемпе усă куракан предприятисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Куратпăр, Чăваш Республики ҫак ĕҫе кӳлĕнме хатĕр», – ҫапларах каланă хăна. Паянхи пурнăҫ таппинче Раҫҫейре алюминирен таварсене тарăннăн тирпейлессие ĕҫлес текен шухăш ҫивĕч тăрать, ҫакă ют çĕршывсенчен кӳрсе килнĕ таварсене хамăрăннипе улăштарма тĕллев лартнă чухне уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Малалли пулать...

Фоторепортаж



27 сентября 2018
12:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter