Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче актуаллă ыйтусене пăхса тухнă

  Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна республика премьерĕ Иван Моторин ертсе пынă. Ларăва пуҫтарăннисем Чăваш Республикинчи хăш-пĕр саккунсен проекчĕсене тишкернĕ. 

2019-мĕш ҫулта пенсионерсене валли пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи пирки калакан ĕҫ хутне пăхса тухнă, ҫирĕплетнĕ. Вăл 2018-мĕш ҫулхи пекех 7953 тенкĕ пуласси паллă.  Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн регионти уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2019-мĕш ҫулта пенсионерсене хушса тӳлемелли укҫана  пурĕ 672,6 млн пăхса хăварнине пĕлтернĕ. Пулăшăва 31,7 пин ватă илессине шута илнĕ. Чăваш Енре пенсийĕн страховани пайĕ вăтамран 12 пин те 961 тенкĕпе танлашать.  Социаллă пенси виҫи – 7,7 пин тенкĕ, сусăр ачасене тӳлемелли пенси пайĕ 12 пин те 100 тенкĕ.

Ватăсене пырса тивекен тепĕр йышăну вара, пачах тепĕр майлă, социаллă пулăшу илекенсен шутне пысăклатать.

Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне йĕркеленĕшĕн тӳлемелли хаксем хăш-пĕр категорири ҫынсемшĕн урăхларах. Енчен те ватăсем хăйсем тăкакланаҫҫĕ пулсан, вĕсене укҫан фонд саплаштарса пулăшать.

Чăваш Республикинчи ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ  Сергей Димитриев компенсацине кама пани пирки ăнлантарнă.  Министр пурăнмалли çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕ тĕлĕшпе ватăсем çăмăллăхпа усă курнине аса илтернĕ: пенсионер 70 çул тултарнă пулсан ăна çак тӳлевĕн 50% хăтараççĕ, 80 çул урлă каçсан — 100%. Çăмăллăх хваттерсен пĕччен е ĕçлемен пенсионерсемпе кăна, пурăнакан хуçисене пырса тивет. Правительство ырланă сĕнӳпе килĕшӳллĕн вара пенсионер 1-2 ушкăнсен инваличĕсемпе пурăнать пулсан та çăмăллăхпа усă курма пултарĕ. Çавна май çак йыш хушăнĕ — тата 878 çын капиталлă юсавшăн сахалрах тӳлĕ е пачах та тӳлемĕ. Анчах условие пăхăнмалла: вĕсен юсав тĕлĕшпе парăм пулмалла мар. 

Ытти категорири ҫынсен те ҫăмăллăхсем пур, ятарлă баннер ҫинче вуласа пĕлме пултараҫҫĕ.    

Республика бюджетĕнче нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫланăшăн ватăсем валли тăкаксене саплаштарма (70 ҫула ҫитнисене е тата та аслисене валли) 28,8 млн пăхса хăварнă.

   Чăваш Республикин патшалăх должноҫне йышăнакансен статусĕ пирки калакан саккун проектне ларăва пухăннисем тĕплĕн тишкерсе тухнă, ĕҫ хутне ырласа хăварнă.  Документпа Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева паллаштарнă.

Ларура ытти ыйтусене те пăхса тунă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. 



27 сентября 2018
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter