Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Машинӑсем тӑвакан отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Машиностроени комплексӗ республикӑн промышленноҫӗпе экономи­кин тӗп пайӗ пулса тӑрать. Ӑна тивӗҫлипе аталантарма эпир лайӑх хут­лӑх йӗркелетпӗр, ҫӗнӗ производствӑсене вырнаҫтарма ком­плекслӑ ин­­фра­­тытӑм тӑватпӑр.

Чӑваш Республикин Промышленноҫа та­­та ин­вестици ӗҫ-хӗлне ата­лантаракан фончӗн майӗсемпе усӑ курса машиностроени сферинче чылай проекта пурнӑҫланма тытӑннӑ та ӗнтӗ.  

Отрасль предприятийӗсем паян хастарлӑн аталанаҫҫӗ, производство хӑвачӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, ку чухнехи технологисене ӗҫе кӗртеҫҫӗ, инвес­тици проекчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, ӗҫри ҫӗнӗ майсене алла илеҫҫӗ.

Чӑваш Ен машиностроителӗсен импорта улӑштаракан пысӑк техноло­гиллӗ таварӗсене вырнаҫтармалли рынок ӑнӑҫлӑн анлӑланса пырать, асӑннӑ продукцисем халӑх валли таварсем туса кӑларас ӗҫре кӑна мар, ҫӗр­шывӑн ҫар­па промыш­ленноҫ комплексне те питех те кирлӗ. 

Машиностроени предприятийӗсен продукцийӗн пахалӑхӗпе шанчӑк­лӑхне рабочисен тата инженерипе техника персоналӗн нумай пинлӗ тус­лӑ коллективӗ хӑйӗн пултаруллӑ та пысӑк яваплӑхлӑ ӗҫӗпе тивӗҫтерет.    

Сире тӑрӑшуллӑ ӗҫӗршӗн, профессие чунтан парӑннӑшӑн тав тӑва­тӑп.

 Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                                                     Михаил Игнатьев 



28 сентября 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter