Атăлҫи федераци округӗнчи регионсен прокуратурисен анлă форумне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать

Михаил Игнатьев в Нижнем Новгороде принимает участие во втором открытом межрегиональном форуме прокуратур Приволжского федерального округа

Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Чулхулана тухса кайнă.  Унта вăл Атăлҫи федераци округӗнчи регионсен прокуратурисен анлă форумне хутшăнать. Форума пухăннисем таврари  хуласен хутлăхне хăтлăлатас, тирпей-илем кĕртес ыйтусене татса панӑ чухне саккун йĕркисене ҫирĕп пăхăнмалли ҫинчен калаҫнă, прокуратура ĕҫченӗсен тĕрĕслевӗсем ҫинче чарăнса тăнă.

Ӗҫе пуҫӑниччен Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ Сергей Зайцев, Чулхула облаҫĕн губернаторĕ Глеб Никитин, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Пенза облаҫĕн губернаторĕ Иван Белозерцев журналистсен ыйтăвĕсем ҫине хуравланă. 

Сергей Зайцев хăйĕн сăмахĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтăва сӳтсе явассине кун йĕркине ăнсăртран кĕртменнине палӑртнă. «Асăннă тема, тавралăха тирпейлесси,  Раҫҫейри мĕнпур ҫынна пырса тивет. Кашниех хăтлă та тивĕҫлĕ условисенче пурăнма тăрăшать. Паллă ӗнтӗ, урамсем таса пулни, ҫуртсем таврашĕнче тирпейлĕх хуҫаланни пурне те килĕшет. Эпир шухăшланă пек пур ҫĕрте те йĕркеллӗ мар, ҫавăнпа та прокуратура ҫак ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслесе тӑрать.   Палăртнă ыйтусем ҫине патшалăх енчен пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех.  Ыйтăва эпир мĕнпур шайра ĕҫлекен влаҫри ҫынсемпе пĕрле пăхса тухса тишкернĕ.  Паян шăпах та ҫакăн пирки калаҫма,  тĕрлĕ самантсене сӳтсе явма пуҫтарăннă.  Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕ малалла тĕллевлĕн ăнтăлма пулăшу та кӳрĕ, усăллă та пулĕ. Пурсăмăра та тĕрĕс ҫул-йĕрпе утма хавхалантарĕ, тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ регион хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусем йӗркеленни, чи паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса вĕренсе пыни, ҫав ҫыхӑнусем тухăҫлăха ӳстерсе пыма меллĕ пулни ҫинчен каланӑ. Регионта инвестици проекчӗсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхӑннӑ ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртнă вăл. Халăха экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе хытӑ тăрăшнине, шывсене тасатмалли сооруженисене реконструкциленине, хытă каяшсене пухса тирпейлемелли объекта хута янине тата ытти ĕҫсене аса илсе хăварнă. «Паян тарăн сӳтсе явакан ыйтусем халăхшăн пĕлтерĕшлĕ, граждансен кăмăл-туйăмĕпе анлă ҫыхăннă»,  палăртнă вăл. Михаил Игнатьев республикăра ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем прокуратура ĕҫченĕсемпе тачă ҫыхăнса ӗҫленине, кирек-хӑш ыйтӑва та тухăҫлă татса пама тăрăшнине палăртнă. «Прокуратура тимлĕх уйăрни - лайăх ĕҫлесе пыма вĕрентет. Хисеплĕ Сергей Петрович. Сире тата Сирĕн коллектива пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата тухăҫлă ĕҫлеме витĕм кӳнĕшĕн тав тăватăп»,  тенĕ вăл.       



28 сентября 2018
11:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter