Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ  ветерансем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн тата ӑшшӑн саламланине йышӑнсамӑр!

Ҫак уяв – ҫӗршывӑмӑрпа тӑван республика аталанӑвне калама та ҫук пысӑк тӳпе хывнӑ аслӑ ӑру ҫыннисене хисеп тунин ырӑ тӗс­лӗхӗ.

Ҫитӗнекен ӑрӑва лайӑх воспитани парса ӳстерес енӗпе тӑвакан си­рӗн ӗҫӗр уйрӑм тав сӑмахне тивӗҫ. Кӑмӑл-сипетпе этеплӗх хаклӑхӗсен та­та йӑла-йӗрке управҫисем пулнӑ май, эсир ҫамрӑксене пур­­нӑҫри хӑ­вӑрӑн паха опытӑрпа тата пӗлӗвӗрпе паллаштаратӑр. Эсир ӑс парса вӗ­рент­ни вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме, ӗҫре чӑн-чӑн ӑстаҫӑ пулса тӑма пулӑшать.

Аслӑ ӑрушӑн тӑрӑшасси патшалӑхпа обществӑн тӗп тӗллевӗ шутланать. Чӑваш Енре ватӑ ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси, ка­нӑ­вӗпе пушӑ вӑ­хӑтне йӗркелесси тата вӗ­сене медицина пулӑшӑвӗ па­расси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхаҫҫӗ. Ятран тата кир­­лине шута илсе паракан со­­циаллӑ пулӑшӑвӑн ҫӗнӗ тӗсӗсен шучӗ ӳсет. Пенси ҫулне ҫитсе пыракан ҫын­сене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли йы­шӑнусем вӑя кӗреҫҫӗ.

Паян сире пурнӑҫра унчченхи пекех хастар пулма, обществӑпа куль­тура пурнӑҫне йӗркеллӗн хутшӑнма мӗнпур майсем туса панӑ.

Хаклӑ ветерансем! Эпир сирӗнпе чӑннипех мухта­натпӑр! Сирӗн ырӑ кӑмӑллӑхӑр, хастарлӑхӑр тата чун-чӗре ҫамрӑк­лӑхӗ ни­хӑ­ҫан та ан ик­­сӗл­ч­чӗр, пурнӑҫӑрта вара ҫывӑх ҫыннӑрсен чун ӑшшине тата тим­лӗх­не тул­лин туймалла пултӑр.

 Сире нумай ҫуллӑха ҫирӗп сывлӑх, телей тата савӑк кӑмӑлпа хас­тарлӑх сунатӑп!

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                  Михаил Игнатьев 



29 сентября 2018
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter