«Федерацин Атăлçи округĕн «КаДетство» ҫарпа патриотизм проектăн илемĕ Чăваш кадет корпусĕ пулса тăчĕ», – тенĕ Михаил Бабич

Михаил Бабич: «Чувашский кадетский корпус стал украшением окружного военно-патриотического проекта «КаДетство»Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта Атăлҫи федераци округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă.

Пĕлӳ кунне халалланă пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие РФ Президенчĕн Беларуç Республикипе суту-илӳ тата экономика ĕçтешлĕхне аталантарас енĕпе ĕçлекен ятарлă представителĕ, Раççейĕн Беларуç Республикинчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Сывлăш-космос вăйĕсен тĕп командующийĕн заместителĕ Сергей Дронов генерал-лейтенант,  Раççей Федерацийĕн Геройĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ граж­данинĕ Николай Гаврилов, Раҫҫей Геройĕ Владимир Рахманов летчик-испытатель, Раҫҫей Геройĕ, Раҫҫейри вĕҫевҫĕсен академийĕн хисеплĕ академикĕ Сергей Нефедов, «Ренова» Группа компанийĕн представителĕ, «Химпром» ПАО генеральнăй директорĕ Сергей Науман, Совет Союзĕн Геройĕн Александр Кочетовӑн, кадет корпусӗ шăпах унăн ячӗпе хисепленет, мăнукĕн хӗрӗ Аделина Сотникова Олимп чемпионки тата ытти официаллă ҫынсем, кадетсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, вĕрен­текенсем пухăннă.

Уяв церемонийĕ пуҫланиччен пысăк хăнасем корпус территорийĕнчи тирпей-илеме пăхса ҫаврăннă.  Ҫĕнĕ корпуса хута янă чухне влаҫри ҫынсем халăх сĕнĕвне те шута илнĕ, парк йӗркелес шухăшпа килĕшнĕ. Унчченхи тирпейсĕр лаптăка тĕпрен ҫĕнетнĕ, ҫак ӗҫе хулана хăтлăлатассипе йышăннă муниципаллă программăпа килĕшӳллĕн пурнăҫланă. Ун валли федераци центрĕнчен, республика бюджетĕнчен, муниципалитетăн хыснинчен субсиди мелĕпе пулăшу куҫнă. Кадет скверне тирпей-илем кĕртме кăҫал 75 млн тенкӗ тăкакланă.   Ҫитес ҫул кадет корпусĕ хыҫĕнчи Кадет паркĕ тесе ят панă тӳреме тирпей-илем кĕртессине плана кĕртнĕ. 

Кадет корпусĕнче савăнăҫлă лару-тăрура линейка иртнĕ.

Тăван ҫĕршывăн пулас хӳтĕлевҫисене Пĕлӳ кунĕпе Михаил Бабич саламланă, Атăлҫи федераци округĕнче  «КаДетство» ҫарпа патриотизм проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2013-мĕш ҫултан пуҫласа, пĕтĕмпе 6 корпус хута кайнине хыпарланă.  

«Ҫурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче  Чулхулара ҫĕнĕ кадет корпусĕ хута кайнă. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пермьре, Пушкăртстанри Ишимбай хулинче ҫĕнĕ объектсем уҫăлнă, ачасем ҫĕнĕ классене вӗренме килнĕ. Пирĕн проектăн илемĕ – чăнласах та, Чăваш Ен кадет корпусĕ пулса тăчĕ. Унти строительство ĕҫне тытăнма ҫулталăк каялла пĕрремĕш капсула хывса хăварнăччĕ.  Ҫав тери пысăк объект, хăйне евĕр илемлĕ тата чăн-чăн храм пек, урăхла палăртма та пӗлейместӗп. Ҫак тапхăртан вăл ачасемшĕн ĕҫлеме тытăнĕ», тенĕ Михаил Бабич.    Сумлă хăна проекта пурнăҫа кĕртесси ҫав тери пысăк яваплăх пулнине палӑртнӑ, Чăваш Республикин Правительствине, Раҫҫей Оборона министерствине, «Ренова» Группа компанийĕн ĕҫченĕсене, Шупашкар хула адми­нистрацийĕн ĕҫченĕсене, строительсене, Чăваш Республикинчи ветерансен пĕрлешĕвĕн пайта­шĕсене тав тунӑ.

Михаил Бабич кадетсене пур пек условисемпе туллин усă курма чĕнсе каланă. «Кадет корпусĕсем пире Тăван çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисене хатĕрлеме тата вĕсемпе профориентаци ĕçĕ ирттерме май параççĕ. Унтан вӗренсе тухакансем хăйсем хăш профессие суйлассине малтанах лайăх пĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра кадет корпусĕсен выпускникĕсен 70 проценчӗ вăй структурисенчи ятарлă тата çар вĕренӳ учрежденийĕсене кĕрет. Чăваш Ен кадет корпусĕнче ăс пухакансен те професси суйлас енĕпе иккĕленӳ пулмасса шанатăп. Кунта вĕсене лайăх вĕренмешкĕн тата тĕрлĕ енлĕн аталанмашкăн пĕтĕм услови пур», – тенĕ Михаил Викторович.     

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятине пухăннисене саламланă май,  ҫапларах каланă: «Пĕлӳ кунĕнче ҫĕнĕ шкул уҫăлни хăйех историллĕ пулăм,  паянхи кун Чăваш Енре тата Раççейре пурăнакансен историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлать. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пуçарăвĕпе пурнăçланакан проектăн малашлăхĕ пысăк. Кунта ачасем хальхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтерекен тарăн пĕлӳ илĕç, Раççейĕн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнĕç», тенĕ.

Михаил Васильевич Кадет корпусĕнче ҫамрăксене аталанса пымалли условисем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăнине, ҫитĕнекен яш-кĕрĕм, волонтерсем, строительсем, вĕ­рентекенсем, ашшĕ-амăшĕ ҫак ӗҫе хăйсен тӳпине хывнине, объект мĕнпур халăха савăнтартăр тесе тăрăшнине пӗлтернӗ.  Сăмах май, чăваш ҫĕрĕ сахал мар паттăра ӳстерсе ҫитĕнтернине, вĕсен йышĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Александр Васильевич Кочетов, икĕ хут Совет Союзĕн Геройӗ, СССР летчик-космонавчĕ Андриян Григорьевич Николаев пулнине те асăнса хăварнă вăл.  

«Эсир, ҫитĕнекен ăру, юратнă Тăван ҫĕршывăмăрăн пуласлăхĕ», палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, кадетсене лайăх вĕренме, спортпа яланах туслă пулма суннӑ май. Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăш-космос вăйĕсен тĕп командующийĕн заместителĕ Сергей Дронов генерал-лейтенант хăйĕн саламĕнче Пĕлӳ кунĕ кадет юхăмĕшĕн чăн-чăн пысăк уяв пулса тăнине палăртнă. «Маларахри вăхăтсенче план ҫав тери пысăк пек туйăначчĕ. Мĕн палăртса хуни пĕтĕмпех вăхăтра пурнăҫланнă. Пирĕн умра – пысăк храм, вăл ҫамрăксен патриотизм туйăмне аталантарма витĕм кӳрĕ», – тенĕ вӑл. Кĕҫĕн класра вĕренекенсене, тин ҫеҫ кадет ҫулĕ ҫине тăнисене хăюллă пулма, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма, яланах ҫирĕп кăмăл-туйăмлă пулма чĕнсе каланă.

Николай Гаврилов генерал-лейтенант Кадет корпусĕ тăван тăрăхра уҫăлни питех те лайӑх пулӑм пулнине ҫирӗплетнӗ.  «Пирĕн халăхра ҫар йăли-йĕркисем вăй илсе пыраҫҫĕ. Сирĕнтен Раҫҫейӗн аслă ҫар пуҫлăхĕсем пулассине ĕненетĕп. Кадет корпусĕнчен вĕренсе тухакансем паллӑ ҫынсем пуласси пĕрре те иккĕлентермест», тенĕ Николай Гаврилов.  

«Ренова» Группа компанийĕн представителĕ, «Химпром» ПАО генеральнăй директорĕ Сергей Науман ачасене спортра, вĕренӳре ҫĕнĕ ӳсĕмсем тума каланă. «Шанатăп: сирĕн хушăра пулас генералсем, офицерсем. Раҫҫей пуласлăхĕ сирĕнтен те нумай килет», тенĕ вăл. Аса илтеретпĕр: «Ренова» Ыр кăмăллăх фончĕ кадет корпусĕн строительствин ĕҫне пысăк витĕм кӳнĕ, укҫан пулăшу куҫарнă. 

Саламлакансем ҫумне  Совет Союзĕн Геройĕн Александр Кочетовăн  мăнукĕн хĕрĕ, Аделина Сотникова Олимп чемпионки те хутшăннă. «Ҫак уяв пирĕн ҫемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн мăн асатте Тăван ҫĕршывшăн паттăрла ĕҫсем тунăшăн мăнаҫланатпăр. Вăл халăх ăсĕнче ĕмĕр  асăмра», тенĕ вăл.  

11 класра вĕренекен Кирилл Макарычев ҫапларах каланă: «Эпĕ тата манăн юлташсем РФ Хĕҫ-пăшаллă вăйсен офицерĕсем пулма ĕмĕтленетпĕр. Сире пула, пирĕн ĕмĕтсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ» тенĕ кадет.

Пĕрремĕш шăнкăрав янăранă, ачасем урока чупнă. Кадет корпусĕн директорĕ Татьяна Казакова вĕренӳ учрежденийĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Сăмах май, Чăваш кадет корпусĕнче 2018-2019 вĕренӳ çулĕнче 400 ачапа çамрăк ăс пухĕ. Пĕлӳ кунĕпе саламланă май, пурне те лайăх вĕренме, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма ăнăçу суннă.Сумлă хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çĕнĕ кадет корпусне пăхса çаврăннă. Çулталăк хушшинче кунта вĕренӳ тата çывăрмалли корпуссем, спорт тата акт залĕсем, хушма пĕлӳ памалли кабинетсем тунă. Вĕренӳ блокĕнче вĕренӳ класĕсем, робототехника кабинечĕ, сасă çыртаракан студи, тир вырнаçнă. Спорт блокĕ кĕрешӳ хореографи, тренажер, сĕтел çи теннис, спорт залĕсене пĕрлештерет. Общество блокĕ акт залĕнчен, столовăйран тăрать. Çывăрмалли корпусра кашни икĕ пӳлĕм валли гардероб тунă. Япала типĕтмелли уйрăм пӳлĕмсем те пур. Пур çĕрте те хăтлă та таса. Çĕнĕ оборудовани хальхи вăхăт ыйтнине туллин тивĕçтерет. Пĕтĕмлетсе каласан — кунта кадетсене лайăх вĕренме, тавра курăмне пысăклатма, тĕрлĕ енлĕн аталанма кирлĕ пĕтĕм услови пур.Акт залĕнче Паттăрлăх урокĕ иртнĕ. Кадетсем Раççей Федерацийĕн Геройĕсене тĕрлĕ ыйту панă. Унтан хăнасем кадет паркĕнче йывăç лартнă.
Аса илтеретпĕр: федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕ республикăри кадет шкулĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ. Ăна Михаил Бабич хăй РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ пулнă чухне пуçарнипе тунă «КаДетство» проекта кĕртнĕ. Чăваш корпусĕ — федерацин Атăлçи округĕнче улттăмĕш. Çак вĕренӳ заведенийĕнче РФ Сывлăш-космос çарĕсем валли специалистсене хатĕрлеççĕ. Ăна шеф пулăшăвĕ кӳмешкĕн Н.Е.Жуковский профессор тата Ю.А.Гагарин ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕн филиалне /Сызрань хули/ тата тепĕр икĕ çар чаçĕ хăйĕн хӳттине илнĕ.

Асăнмалăх кĕнекере чĕререн тухакан ырă сăмахсем ҫырса хăварнă.  Кадетсемпе пĕрле хисеплĕ хăнасем йывăҫ-тĕм лартнă.  

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2

Фоторепортаж 3



03 сентября 2018
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter