Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Совет Союзĕн Геройĕн А.В. Кочетовăн мăнукĕн хӗрӗпе Аделина Сотникова Олимп чемпионкипе тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии встретился с олимпийской чемпионкой по фигурному катанию Аделиной СотниковойАвăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Совет Союзĕн Геройĕн А.В. Кочетовăн мăнукĕн хӗрӗпе Аделина Сотникова Олимп чемпионкипе тĕлпулу ирттернĕ. 

Паллă спортсменка республикăна Чӑваш Ен Кадет корпусне савă­нăҫлă лару-тăрура уҫма килсе ҫитнĕ. Пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, Кадет корпусӗ унăн мăн аслашшĕн ячӗпе хисепленет. Путаруллӑ фигуристка хăйне ҫак сумлӑ мероприятине йыхравланине пысăк хисеп  вырӑнне  хурса йышӑннине ҫирӗплетнӗ.

«Асанне мана мăн асатте ҫинчен кулленех каласа кăтартатчĕ. Вӑл тӳпере питех те харсӑр пулнине, нимрен те хăраманнине калатчĕ. Ҫак сăмахсем маншăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Пирĕн хамăрăн паттăрсене яланах асра тытмалла, вӗсен ячӗсене ҫĕршывӗпех пĕлмелле. Эпир паян ҫав харсӑр ҫынсен паттӑрла ӗҫӗсене пула мирлӗ пурнӑҫпа пурăнатпăр», – тесе каланă вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ регионта паттăрсене асăнса сахал мар ĕҫленине, вĕсене пысăк тимлĕх уйăрнине пӗлтернӗ.  «Ҫĕрпӳре ҫĕнĕ шкул уҫăлчĕ. Унта 1200 ача вĕренет. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан шкул Совет Союзĕн Геройĕ Михаил Силантьев ячĕпе хисепленсе тăрать.  Эпир малашне те ҫамрăксен ҫарпа патриотизм туйăмне аталантарма курăмлă ĕҫсем йĕркелесе пыма палӑртатпӑр», – тенӗ Михаил Васильевич. 

Михаил Игнатьев Аделина Сотниковӑна Чăваш Ене килнĕшĕн тав тунă. «Эсир пăр ҫинче пĕччен фигурăллă ярăнассипе Олимп вăййисен ылтăн медальне тивĕҫнӗ Раҫҫейри  пĕрремĕш спортсменка. Сумлӑ ҫĕнтерӳшĕн сахал мар вăй хунă. Кочетовсен йăхĕ кирек мӗнле йывăрлăха та ҫӗнтерме пултарнипе палӑрса тӑрать», – тесе ҫирӗплетнӗ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Регион Ертӳҫи республикăра хĕллехи спорт тĕсĕсене аталантарассипе йĕркеленĕ ĕҫсем пирки каласа кăтартнă. Кунта фигурăллă ярăнассипе те, хоккейла выляссипе те условисем лайӑх пулнине пĕлтернĕ паллӑ хăнана.

«Пăр ҫинче ярăнма, спортри ăсталăха туптама условисем пачах та пулман тапхăрсем те пулнӑ пирӗн. Халĕ вара республикӑра темиҫе объект та пур.   Вĕсенчен пĕри – «Шупашкар–Арена» пăр керменĕ. Вăл ирхине 6 сехетрен ĕҫлеме тытăнать. Ҫамрăк спортсменсене аталанса пыма майсем лайăх унта», тенĕ регион Ертӳҫи. Сăмах май, Кадет корпусĕнче те пăр керменĕ хута каяссине пӗл­тернӗ вăл.  «Кăҫал республика бюджетĕнче асӑннӑ объект валли 60 млн тенкӗ пăхса хăварнă.  Спорт министерстви ҫитес ҫулта 180 млн уйăрасси ҫинчен хыпарлать.  Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пăр керменне кадетсем кăна мар, ытти ҫынсем те кулленех ҫӳреме пултараҫҫĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Михаил Игнатьев хăнана республикăна час-часах килсе ҫӳреме йыхравланă.  Спортпа ҫыхăннă проектсене хутшăнма, ҫамрăксен патриотизм туйăмне аталантарассипе йĕркеленекен мероприятисене те хутшăнма чĕнсе каланă.

«Республикăна килсе курма эпӗ яланах хавас. Тĕлпулусем йĕркелеме те, мастер-классем ирттерме те кăмăлăм пур.  Ачасене хамăн кун-ҫулӑмпа, опытпа паллаштарма та хатĕр», – тенĕ паллӑ спортсменка.       

Фоторепортаж  



03 сентября 2018
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter