Пенси пирки калакан саккунри пулас ҫĕнĕлĕхсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен планеркăра тĕплĕн пăхса тухнă

Пенси ҫинчен калакан саккуна кӗртме палӑртакан улшӑнусене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен планеркăра тĕплĕн пăхса тухнă.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 ҫулхи ҫурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче граждансем умне телехыпарпа тухнине, пулас ҫĕнĕлĕхсемпе тĕплĕн паллаштарнине пӗлтернӗ.  

Пенси реформин условийĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ граждансен сĕнĕвĕсене шута илсе тата хăйĕн ирĕкĕпе усӑ курса ҫăмăллăхсем кĕртнĕ. Вӑл пенси укҫин виҫине ҫулсерен ӳстерсе пыма сĕннĕ, 2024-мĕш ҫул тĕлне ӑна вăтамран 20 пине ҫитермеллине каланă.

Президент сӗннӗ тӑрӑх, ӳлĕмрен хĕрарăмсем пенсие 60 ҫулта тухӗҫ. Маларахри саккун про­ектӗнче ҫак виҫе 63 ҫул пулнӑ. Нумай ачаллă хĕрарăмсем те тивӗҫлӗ канӑва палăртнă вăхăтран маларах тухасси куҫкĕретех. Йывăр ĕҫре ĕҫлекен граждансемшӗн ҫăмăллăхсем малашне те упранса юлĕҫ.  Хĕрарăмсем, енчен те вӗсем ҫамрăклах ĕҫлеме пуҫланӑ тата пĕтĕмĕшле ӗҫ стажӗ 37 ҫул пухăннă пулсан, пенсие маларах тухма пултарӗҫ, арҫынсен – ҫакӑн валли 42 ҫул ĕҫ стажне пухма тивет. Ял хуҫалăхĕнче ĕҫлекенсен те ҫăмăллăхсем сахал мар.

Саккун проекчĕн тĕп тĕллевĕ – пенси тытăмне финанс тĕлĕшĕнчен тивĕҫлĕ шайлаштарса пырасси.  Малашне пенсионерсен тупăшĕ ӳссе пырасси те куҫкĕретех пулĕ. Шăпах ҫак тĕллевпе пенсие тухмалли вӑхӑта тăсатпăр та тесе каланă телехыпарта РФ Президенчĕ.  

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев маларах палăртнă пенси ҫулне ҫитмелли тапхăра пĕчĕклетнине кура, регион шайĕнче ĕҫ хучĕсене саккунпа килĕшӳллĕн ҫирĕплетсе пымаллине асăннă, ҫăмăллăхсене пĕтĕмпех сыхланса хăвармаллине каланă.  Ыйтусене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле сӳтсе явмаллине, профильлĕ министерствăсене, ведомствăсене халăх валли расчетсем тума хушнă.   

Регионта 205 пин ҫын патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвне Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви урлă илет. 

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев граждансене социаллă пулăшусемпе тивĕҫтерес ыйту туллин пурнăҫа кĕрсе пынине, ӑна малашне те тивĕҫлĕ шайра татса парас енӗпе ĕҫлессине пӗлтернӗ.

Палăртнă тăрăх, 2019 ҫулта Чăваш Республикин республика бюджетĕнче ҫӳлерех асăннă ҫăмăллăхсемпе граждансене тивĕҫтерме 2,4 млрд уйăрса хăварнă.  Енчен те хăш-пĕр ыйтусем сиксе тухас пулсан, вĕсене те федераци ведомствисемпе пĕрле сӳтсе явма палăртатпăр тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Пенси ҫулне ҫывхаракансен налуксене ҫĕршĕн тата пурлăхшăн кăштах сахалтарах тӳлеме тивет. Апла пулсан, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен бюджетри тупăш пайне ҫĕнĕлле пăхса тухмалла.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пенси ҫулне ҫывхарнисем ĕҫсĕр тăрса юлсан вĕсене тӳлемелли виҫе 11 280 тенкĕпе танлашассине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче пулас ҫăмăллăхсене саккун проекчĕ пурнăҫа кĕричченех регион шайĕнче пăхса тухнине каланă. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина ҫитес ҫула йышăнакан республика бюджетĕнче пенси ҫулне ҫитнисем валли пĕтĕмпех палăртнă виҫепе укҫа-тенкĕ пăхса хăварма плана кĕртнине пĕлтернĕ, патшалăх пулăшăвне ватăсем туллин илессине каланă.

Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн регионти уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева хăйĕн докладĕнче пилĕк е унтан та ытларах ачаллă хĕрарăмсемшӗн те ҫăмăллăхсем пĕтĕмпех упранса юлассине хыпарланă. Вĕсем 50 ҫула ҫитсен пенсие тухма пултараҫҫĕ тенĕ ведомство ертӳҫи.  Ытти ҫĕнĕлĕхсем пирки те тĕплĕн ăнлантарса панă планеркăра. 

 «Кам тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленĕ тата  налуксем тӳлесе пынă вĕсен нимĕнле кăлтăк та сиксе тухмĕ. Предприятисемпе организацисенче «сăрă схемăпа» ĕҫленисен вара йывăрлăхсем пулма пултарĕҫ», – уйрăммăн палăртса хăварнă Михаил Игнатьев.

Ҫĕршыв Президенчĕ ял ĕҫченĕсене пулӑшма тӑрӑшни куҫкĕретех тесе каланă регион Ертӳҫи. Ҫитес ҫултан пуҫласа ĕҫлемен пенсионерсене, енчен те вĕсем ялта пурăнаҫҫĕ пулсан тата вӗсен ял хуҫалăхĕнче ĕҫленӗ стаж 30 ҫул пухăннă пулсан, страхлав пенси пайне 25 процент ӳстерӗҫ.  

Чăваш Республикинче 29,7 пин ĕҫлемен ватă пурăнать, вĕсем ял хуҫалăхĕнче ĕҫлесе пенси стажне тултарнă.

Республика Пуҫлăхĕ ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансене халăха пенси ыйтăвĕсемпе саккуна кĕртекен ҫĕнĕлĕхсем пирки тӗплӗн ăнлантарса пама ыйтнă.  



03 сентября 2018
16:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter