Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ, ăна республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе пынă

В Правительстве Чувашии обсуждены дополнительные меры социальной поддержки граждан в рамках изменения пенсионного законодательства

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ, унта  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те хутшăннă, пӗрллехи ларӑва  республика Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев ертсе пынă.  Республика Правительствин членĕсем, Раҫҫей Феде­ра­ци­йĕн Президенчĕ В.В. Путин пенсипе ҫыхăннă саккунсене ҫĕнĕлĕхсем кĕртессине пӗлтернине шута илсе, вӗсене регион шайӗнчи саккунсене кĕртсе хăварас ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва уҫнă май, пенси енĕпе йышăнакан саккунри ҫĕ­нĕлĕхсем обществăшăн чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри тесе палăртнă. «Пенси ыйтăвĕ кашни ҫынна пырса тивет. Саккун проектне хакланă май, кашни ҫын хăй шухăшне палăртма тă­рăшать.  Нумайăшĕ пенси пуласлăхĕ пирки шухăша каять.  Тĕп тĕллевсенчен пĕри – пред­прия­тисемпе организацисенче  «сăрă схемăпа» ĕҫлеме пăрахтарасси. Ҫынсен ĕҫ саккунĕсене пăхăнмалла. Бюджетра йышăнса хăварнă пулăшу тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлесе канăва тухнисем валли куҫать», тенĕ регион Пуҫлăхĕ.    

 Чăваш Республикин Правительствипе Патшалăх Канашне, РФ Президенчĕн сĕнĕвĕсене шута илсе, регион шайĕнче саккунсене май килнĕ таран кĕске вăхăтра ҫĕнĕлĕхсем кĕртес енӗпе ҫине тăрса ĕҫлемеллине каланă Михаил Игнатьев.

Республика Пуҫлăхĕ регионта пенси ҫулне ҫитнĕ 205 пин ҫын патшалăхăн тĕрлĕ социаллă пулăшăвĕсене илсе тӑнине асăннă. Пенси енĕпе палӑртакан ҫăмăллăхсем вара  60 пин ҫынна пырса тивессине пĕлтернĕ вăл. Пенси фончĕпе Раҫҫей Федерацийĕн хушма тăкакĕ виҫĕ ҫул хушшинче 11,7 млрд тенкӗ пуласси те паллă. Граждансене социаллă пулăшу памалли мерăсем, вăл шутран Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ватăсем пирки каланă ҫăмăллăхсем, республикăра туллин упранса юлĕҫ.

«Пенси ҫăмăллăхĕсемпе ҫыхӑннӑ ыйтăва Правительство членĕсемпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, ĕҫ ушкăнĕсемпе, халăх хушшинче анлăн сӳтсе явнă. Пирĕн граждансене социаллă пулăшу памалли йĕркесене саккунсенче палӑртса хăвармалла», тенĕ Михаил Игнатьев. Пенси ҫулне ҫитмелли тапхăра улăштарнине кура регион шайĕнче ĕҫ хучĕсене саккунпа килĕшӳллĕн ҫирĕплетсе пымаллине, ҫăмăллăхсене пĕтĕмпех сыхласа хăвармаллине те асăннă вăл.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Президенчĕн сĕнĕвĕсене шута илсе республикăри саккунсене улшӑнусем кĕртме пуҫланине пĕлтернĕ. Сăмах май, вăл  Владимир Путин палăртнă хăш-пĕр ҫăмăллăхсене «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти тăратнине асăннă. Калăпăр,  вĕсенчен пĕри 55 ҫула ҫитнӗ хĕрарăмсемшӗн, 60 ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн регион шайĕнче паракан ҫăмăллăхсене упраса хăварасси, тепри   пенси ҫулне ҫыв­харнисене ĕҫпе тивĕҫтерессин гарантийĕ.

«Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсем умне ҫĕршыв Пуҫлăхĕ пенсипе тивĕҫтермелли ҫĕнĕ саккун вăя кĕричченех регионсенчи ҫăмăллăхсене упраса хăварма тĕллев лартнă», тенĕ Валерий Филимонов. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти членĕсем  регион шайĕнче тӗл пулакан ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнине каланă вăл. 

 Пенси енĕпе пулас ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тĕплĕн ăнлантарса панă.

Пенси ҫулне ҫывхаракансем, предприятисенче хăйсен ĕҫ вырăнне упраса хăварас тесессĕн, квалификацине ӳстерме  пултараҫҫĕ, тăкака федераци центрĕ хăй ҫине илме шантарать. Чăваш Республикинче ҫулсерен 400 ҫын хăйсен пĕлӳ шайне ӳстерме пултарассине ҫирӗплетнĕ Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ. Тата вӑл пенси ҫулне ҫывхарнисем ĕҫсĕр тăрса юлсан вĕсене тӳлемелли виҫе 11 280 тенкĕпе танлашассине пĕлтернĕ.  Хальхи вăхăтра асӑннӑ пособин виҫи 4900 тенкĕ.  Апла пулсан, ӗҫсӗррисене кӳрекен пулӑшу шайӗ пысӑкланасси куҫкĕретех. 

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче пенси енĕпе палӑртакан ҫĕнĕлĕхсем саккун йĕркисенче вырнаҫнине, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партийĕн регионти уйрăмĕ тăратнă сĕнӳсене тӗплӗн тишкернине, вӗсене юридици енчен ҫирĕп хаклав витĕр кăларнине пĕлтернĕ. «Саккун проектне палăртнă йĕркепе пăхса тухма та юрать», тенĕ министр.

Ватă ҫынсене ҫитес ҫулта пулăшупа тивĕҫтермелли  пĕтĕмĕшле виҫе 2,35 млрд тенкӗпе  танлашать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина ҫитес ҫула йышăнакан республика бюджетĕнче пенси ҫулне ҫитнисем валли палăртнă виҫепе укҫа-тенкĕ пăхса хăварма плана кĕртнине патшалăх пулăшăвне ватăсем туллин илсе тӑ­рассине, налук ҫăмăллăхĕсем пулассине пĕлтернĕ.       

   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительстви регионти саккунсене кӗртекен ҫĕнĕлĕхĕсене ырласа йышӑннине ҫирӗплетнĕ. 

 Фоторепортаж



04 сентября 2018
17:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter