Чăваш Енре Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Андриян Николаев космонавт летчика халалланă митинг иртнĕ

Чувашия отмечает 89-летие со дня рождения дважды Героя Советского Союза, летчика-космонавта СССР Андрияна НиколаеваАвăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Андриян Николаев космонавт летчика халалланă митинг иртнĕ. Çулсеренех çак кун сумлă ентеше асăнса Шуршăлти Астăвăм комплексĕнче курăмлă мероприяти пулать. Паян пирĕн ентешĕмĕр пурăннă пулсан 89 çул тултарнă пулĕччĕ. Торжествăлла лару тăрăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ.

Унăн тăван тăрăхне, Шуршăл салине, Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавчӗн черетлĕ çуралнă кунне сумлăн паллă тума паян хăнасем йышлӑн пуҫтарӑннă. Вĕсем: тăван ҫыннисем, общество де­ятелĕсем, Чăваш Енри шкул ачисем, муниципалитет ертӳлĕхĕ, вырăнти халăх тата ыттисем те. 

 «Эпир унăн паттăрлăхне ас тăватпăр. Вăл çăлтăрсем ҫинчен, космоса парăнтарма ĕмĕтленнĕ, çакна пурнăçланă та. Мĕнпур ĕҫе яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа кӳлĕннĕ.  Тăван ҫĕршыва яланах парăннă ҫын пулнă вăл», –  каланă регион Пуҫлăхĕ. Паттăр çыннăмăр тăван çĕрĕнчех юлни кашни чăваша вăй парса тăнине палӑртнӑ Михаил Игнатьев, пурне те мухтавлă вĕҫевҫĕ пек пулма, унран тĕслĕх илме, тăван республикăшăн тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каланӑ.

Тăван республикăра пурăнакан арҫын ачасемпе хĕрачасем уҫлăх пирки ĕмĕтленеҫҫĕ пулсан, вĕсен тавракурăмне ӳстерсе пыма условисем ҫителĕклĕ тесе каланă регион Ертӳҫи.  Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче ачасене малашлӑхра Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăш-космос вăйĕсем валли специалистсем пулма вĕрентсе кăлараҫҫĕ.  «Унта ăс пухакансенчен ӳлĕмрен хăшĕ те пулсан хăйӗн пурнăҫне авиаципе, космоспа ҫыхăнтарма пултарассине шанса тӑ­ратăп. Чăваш ҫăлтăрĕн сумлӑ ӗҫне вӗсем малалла тăсасса  ĕненетпĕр», – тенĕ вăл. 

Андриян Николаевăн, Чăваш Енĕн мĕнпур ҫыннин Раҫҫейшĕн пурнăҫланă пархатарлă ĕҫĕсем ҫамрăк ăрăва воспитани пама пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраҫҫĕ, ҫавӑн пекех ҫамрăк яш-кĕрĕмĕн кăмăл-туйăм сипетне аталантарма вăй-хăват кӳнине те палăртнă Михаил Игнатьев. Пуласлăхра пирĕн регионта тата та тепĕр музей ҫĕкленесси паллă, ăна космоса, авиацине халалласси куҫкĕретех.

«Мухтавлӑ  космонавтăн паттăрлăхĕ пирĕн чунсенче мăнаҫлăх анчах ан ҫураттăр, ачасене лайăх вĕренме, спортра ӳсĕмсем тума хавхалантартăр», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева.   

Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Анатолий Мясников ӳлĕмрен те вĕҫевҫĕн тăван тăрăхĕнче историлле пулăма асăнса мероприятисем йĕркелеме шантарнă.

«Андриян Николаев пĕтĕм халăха ертсе пынă ҫăлтăр.  Унӑн ырӑ тӗслӗхӗ Тăван ҫĕршыва юратма вĕрентет,  патшалăхшăн юрăхлă ҫын пулса ĕҫлеме хистет», – палăртнă Раҫҫей Хӑрушсӑрлӑх службин Чăваш Енри управленийĕн Ветерансен канашĕн председателĕн ҫумĕ Евгений Паршин.   

Хăнасем палăртнă кун Андриян Николаевăн вилтăпри ҫине чĕрĕ чечексем хунă, вăл ҫуралса ӳснĕ ҫурта кĕрсе курнӑ. 

Астăвăм комплексĕн территорийĕнче радио ҫыхăнăвĕсем йĕркеленĕ, ҫапла майпа виҫҫĕмĕш Космонавтăн тăван тăрăхĕнче йĕркеленĕ мероприятисем пирки тӗнчипех хыпарланă.  

Фоторепортаж



05 сентября 2018
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter