Раççей чемпионатĕнче çĕнтернĕ

Иртнĕ вырсарникун, авăнăн 2-мĕшĕнче, Ярославль хулинче çурма марафон дистанцийĕнче Раççей чемпионачĕ иртнĕ.

Ăмăрту кăнтăрлахи хĕвеллĕ те шăрăх çанталăкра пулнă. Çăмăл мар тупăшура Раççей чемпионкин титулне пирĕн ентеш, Олимп вăййисен икĕ хут бронза призерĕ Татьяна Архипова çĕнсе илнĕ. Çĕршывăн тава тивĕçлĕ тренерĕпе Михаил Кузнецовпа ăсталăхне туптать вăл.

Арçынсем тан мар ăмăртура 9 минут тупăшнă. Ку ăмăртура хĕрсем çĕнтернĕ. Вĕсем лайăх кăтартусемпе финиша арçынсенчен маларах çитнĕ. Малти вырăнсене Татьяна Архипова /1:11:23/, Ирина Сергеева /1:11:35/ тата Мария Осокина /1:13:34/ йышăннă.

 

Елена ЛУКИНА.


Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
05 сентября 2018
08:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter