Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани

Финанс сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Сире Финансист кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв, 2011 ҫулта туса хунӑскер, финанс сферин ӗҫченӗсен пат­ша­лӑ­хӑн финанс тытӑмӗн ҫирӗплӗхне тивӗҫтерес ӗҫри пӗлтерӗшне уҫӑм­­лӑн палӑртать. Финанс ресурсӗсене тухӑҫлӑ тытса пырса вӗсем соци­аллӑ пӗл­терӗшлӗ проектсем валли укҫа-тенкӗ уйӑрма, ҫӗршыв эко­но­микине тӗ­реклетме пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Республикинче пысӑк ӑсталӑхлӑ, палӑртнӑ тӗллевсене хӑ­вӑрт тата пахалӑхлӑн татса пама пултаракан финансистсем ӗҫлеҫҫӗ.

Республика обществӑлла укҫа-тенкӗне тытса пырас ӗҫӗн пысӑк ту­хӑҫ­лӑхне кашни ҫулах ӗненмелле ҫирӗплетет. Эпир бюджет даннӑйӗсен уҫҫӑнлӑх шайӗпе федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсем хушши­нче 2-мӗш вырӑнта тӑратпӑр тата Раҫҫей Федерацийӗн малти ретри ре­гионӗсен ушкӑнне кӗретпӗр.

Чӑваш Енре финанс политикине пӗлсе тата ӑнӑҫлӑ тытса пынине  ҫавӑн пекех тӗнчери чи паллӑ рейтинг агентствисем па­лӑртакан лайӑх кредит рейтингӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.

Финанс отраслӗн мӗнпур ӗҫченне профессири пысӑк ӑсталӑхшӑн, яваплӑ ӗҫшӗн тата суйласа илнӗ тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп.

Пур пек вӑй-хӑватӑр сире хальхи ӳсӗмсене сыхласа хӑ­вар­ма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума тата малашлӑха яланах шанчӑклӑн пӑхма пулӑшса пырасса шан­­са тӑ­ратӑп!

Ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫусем тата Раҫҫейпе Чӑваш Ен ыр­лӑхӗшӗн тӑ­вакан ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Михаил Игнатьев



07 сентября 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter