Шупашкарта пурăнакансем куна спортран пуҫлаҫҫĕ

Утро чебоксарцев начинается со спортаАвăн уйăхĕн 7-мĕшĕ. Ирхине 6 сехет. Шупашкарта Мускав районĕнчи Атăлăн ҫыран хĕррине халăх йышлăн тухнă.  Велосипедпа ярăнакансем, йĕлтĕрроллерпа, ҫурран ахаль чупакансем кашни ир сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса сывлăха ҫирĕплетеҫҫĕ.  Атăлăн ҫыран хĕрри илемленнĕ, халăха ҫӳреме условисем питĕ чаплă, ватти-вĕтти кулленех тавралăхпа килленме васкать.  

Александр Жирнов юлташĕсемпе кашни кун чупма тухнине пĕлтернĕ, ир-ирех ҫăлкуҫ шывне хăй тăрăх сапнине каланă.  

«Кăлетке-ҫурăма ыйхăран вăратса спорта ҫӳрени питĕ усăллă. Таса сывлăш. Атăл шывĕ чуна ҫĕклет, кăмăл-туйăма хускатать», – тесе каланă хăй шухăшне. Унăн юлташĕ, Евгений Васильев ҫак сăмахсемпе килĕшнĕ.  

Юлашки ҫулсенче регионта предприятисемпе организацисенче ĕҫлекенсем пĕтĕм кăмăлтан спортăн тĕрлĕ енĕпе хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме ҫӳреҫҫĕ.  Ирхине те вĕсем Атăл ҫыранĕ хĕррине утма е чупма тухаҫҫĕ.  

Кам спортпа туслă, унăн сывлăхĕ ҫирĕп, кăмăлĕ те лайăх.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни ир спортăн тĕрлĕ енĕпе ăсталăха туптать.  Ҫакна Чăваш Енри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн  юрист-консультанчĕ Петр Айвенов ҫирĕплетсе каланă. Сăмах май, вăл хăй те спортпа туслă.

Социаллă политикăн ҫирĕп аталанăвĕ спортпа та ҫыхăннă тесен те йăнăш мар.  «Ĕҫе пуҫличчен, пĕр сехет ҫурă еннелле ҫемьепе ирхине утатпăр.  Атăл-аннемĕр лайăх сывлама уҫă сывлăш парнелет», – палăртнă «Дентамед» ТМЯО тĕп врачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ӳлĕмрен тата та халăх йышлăн ҫӳреме пултарасса шанса каланă, условисем лайăх тесе ҫирĕплетнĕ.

Аса илтеретпĕр, Шупашкарăн Мускав районĕнчи Атăлăн ҫыран хĕррине 2016 ҫулта федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн ҫĕнетме пуҫланă. Строительство ĕҫне виҫĕ тапхăрпа пурнăҫа кĕртме йышăннă.   

Хальхи вăхăтра программăн виҫҫĕмĕш тапхăрĕпе ĕҫлеҫҫĕ.  Кăҫал чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен, подрядчикăн объектсене пурнăҫлама 80 млн тĕллевлĕн усă курмалла, «Автодор» ТМЯО 1,9 ҫухрăм ҫулсене тирпейлесе сармалла. 

Фоторепортаж



07 сентября 2018
13:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter