Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕнче телемедицина аталантарас ыйтусене сӳтсе явнă

Обсуждены вопросы развития телемедицинских технологий в здравоохранении Чувашской РеспубликиАвăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей-Сингапур Ĕҫлĕ Канашĕн председателĕн ҫумĕпе Сергей Робскипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Дубов хутшăннă.

Ертӳҫĕсем регионта телемедицина аталантарас ыйтăва сӳтсе явнă. Пилот проекта пурнăҫа кĕртес тĕллевпе ҫак ыйтăва тĕплĕн тишкернĕ. Халăха пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтересси тĕп ыйтусенчен пĕри. Палăртнă ĕҫе Чăваш Республикинчи онкологи диспансерĕнче пурнăҫлама плана кĕртнĕ.  Ҫак база ҫумĕнче 2017-мĕш ҫултан пуҫласа Регионти наукăпа консультативлă телемедицина ĕҫлет.

Фоторепортаж



07 сентября 2018
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter