Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паян Раҫҫей Федерацийĕн Прокуратурин ĕҫченĕсен кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паян Раҫҫей Федерацийĕн Прокуратурин ĕҫченĕсен кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă.  Прокуратурăра ĕҫлекенсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллеве чыслӑн пурнӑҫланине – общество пурнӑҫӗн мӗнпур сферинчех саккунсене пӑхӑннине тимлӗн асӑрхаса тӑнине палăртнă регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. «Эсир граждансен прависене хӳтĕлетĕр. Кулленех вĕсен ыйтăвĕсем ҫине вăхăтра тимлĕх уйăратăр. Республикăра пурăнакансем сире ĕненеҫҫĕ тата шанаҫҫĕ, бизнес-обществăра ĕҫлекенсем хисеплеҫҫĕ»,  – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Служба тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçласа пынăран республикăра общество-политика тăнăçлăхĕ упранать, çынсем патшалăх влаç органĕсен ĕçне пысăка хума пуçларĕç. Прокуратура ĕçченĕсем малашне те граждансен социаллă прависемпе экономика ирĕклĕхне тата патшалăх интересĕсене тивĕçлĕ хӳтĕленине каланă паянхи мероприятинче ертӳҫĕсем. Право хуралĕн органĕсенче ĕҫлекенсемпе патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсем, тĕрĕслевпе асăрхав службисем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Михаил Игнатьев паянхи пурнăҫ ыйтакан ҫирĕп тĕллевсем пирки палăртнă, вĕсем Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пуса ҫирĕплетнĕ указра та тĕп вырăн йышăннине асăннă. 2024-мĕш ҫулсем валли Раҫҫей Федерацийĕн стратегиллĕ аталанăвĕпе наци тĕллевĕсем пысăк. «Пирĕн 6 ҫул хушшинче 47 проектпа ĕҫлемелле, ку ĕҫе пуҫарнă. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн   тăрăшмалла», – тенĕ вăл. Регион Ертӳҫи прокуратурăра ĕҫлекенсене хӑйсен умӗнчи тӗллевсене явап­лӑн, тӳрӗ кӑмӑлтан тата принциплӑха тӗпе хурса чыс­лӑн пур­нӑҫланăшăн чун-чӗререн тав тунă, ветерансене – хисепе тивĕҫнисене, ҫамрăксене вĕрентсе пынăшăн, вĕсен тавракурăмлăхне ӳстерме витĕм кӳнĕшĕн мухтанă.

 Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский хăйсен ĕҫчешĕсене пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн, яваплăха туйса мĕнпур ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа  професси шайĕнче пурнăҫланăшăн тав тунă.

 Чăнласах та, 2018-мĕш ҫулта прокуратура ĕҫченĕсем кăтартуллă ĕҫленĕ. Коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе, граждансен прависене хӳтĕлессипе сахал мар ыйтусемпе тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. Социаллă сферăра, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă пайра та йĕрке хуҫаланни куҫкĕретех. Ватăсене, сусăрсене, ҫула ҫитменнисем ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ.    Пурĕ пĕлтĕрхи ҫул 23,5 пин ыйтса ҫырнине шута илнĕ, вĕсенчен кашни 5-мĕшне туллин тивĕҫтернĕ тенĕ Чăваш Республикин прокурорĕ.  Малашне те ведомствăра тăрăшакансем хăйсен умне лартнă тĕллевсене кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пырассине, патшалăх влаҫ органĕсенче  тăрăшакансемпе тухăҫлă ĕҫлессине шанса каланă.  Хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă. 

Професси уявĕпе прокуратурăра вăй хуракансене ытти официаллă хăнасем те саламланă,   Чӑваш Республикинче саккун кӑларакан тата ӗҫ тӑвакан власть ор­ганӗсем саккунлӑха – патшалӑхӑн тӗп принципӗсенчен пӗрне – тивӗҫ­терес енӗпе прокуратура органӗсемпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫлессе палăртнă,  ҫӑмӑл мар тата яваплӑ ӗҫре ҫи­тӗнӳсем, телей тата ырлӑх суннă.

Фоторепортаж



11 января 2019
17:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter