Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ прокуратурин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Раҫҫейре генерал-прокурор должноҫне I Петӗр патша-реформа­тор патшалӑхра саккун аслӑлӑхне тата право ҫирӗплӗхне тивӗҫтерес тӗллевпе туса хуни ҫинчен аса илтерес тетӗп.

Эсир те пысӑк пӗлтерӗшӗ тӗллеве чыслӑн пурнӑҫлатӑр – общество пурнӑҫӗн мӗнпур сферинчех саккунсене пӑхӑннине тимлӗн асӑрхаса тӑратӑр.

Прокуратура ӗҫченӗсен професси палӑртакан ҫӳллӗ шайри требованисене юрӑхлӑ пулмалла. Ку вӑл чӑн малтанах таса чунлӑх, ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани, тӗрӗслӗхе тата саккунлӑха ҫирӗплетес тесе тӑрӑшни.

Суйласа илнӗ ӗҫӗр сире хастарлӑн, тивӗҫе чунтан парӑнса вӑй хума хистет тата ӑна лайӑх шайра пурнӑҫлама пысӑк пӗлӳ кирлӗ. Прокуратура органӗсен ветеранӗсене ҫамрӑк специалистсене пулӑшса пынӑшӑн, вӗсене хӑйсен пуян опычӗпе туллин паллаштарнӑшӑн уйрӑммӑн палӑртса тав тӑватӑп.

Сире хисеплеҫҫӗ тата шанаҫҫӗ, мӗншӗн тесен эсир саккун аслӑ­лӑхне тивӗҫтеркен тата граждансен прависене хӳтӗлекен шанчӑклӑ хунтӑ пулса тӑратӑр.

Пурсӑра та ҫитӗнӳсем, ырлӑхпа телей тата ҫирӗп сывлӑх сунатӑп! Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса вӑй хурӑр!

 

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                          Михаил Игнатьев



11 января 2019
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter