Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн ҫăмăл атлетика спорчĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕпе Юрий Борзаковскипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Обсуждены меры по обеспечению в республике правопорядка и общественной безопасностиКăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн ҫăмăл атлетика спорчĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕпе Юрий Борзаковскипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Икĕ ен тĕлпулу вăхăтĕнче ҫăмăл атлетикăпа Ҫĕнĕ Шупашкарта кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен ăмăртусем пирки сӳтсе явнă.

Чăваш Енре ҫулталăк пуҫламăшĕнче ҫак спорт ăмăртăвне ирттересси ҫирĕп йăлана кĕнине палăртса хăварнă етӳҫĕсем.

Кăҫал ҫăмăл атлетикăпа Раҫҫей чемпионатчĕ 100-мĕш хут иртет. Ăна республикăра ирттерме шаннăшăн сумлă хăнана  ырласа тав сăмахĕсем каланă регион Пуҫлăхĕ.

Республикăри спорт лапамĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Федераци шайĕнче пулакан ăмăртусене ирттерме питĕ лайăх. Кун пирки хăна ҫирĕплетсех каланă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чемпионат пысăк шайра ирттĕр тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех пулăшма шантарнă.   

Юрий Борзаковский Чăваш Ен палăртнă ăмăртусене кăҫал та нихҫанхинчен те лайăхрах ирттерессине пĕр иккĕленмесĕрех каланă. Ыттисенчен яланхи пекех Чăваш Ен курăмлă ĕҫлесе пынине, пĕрлештернĕ команда валли те спортсменсене ăмăртусем хыҫҫăн официаллă старта  палăртма май пуласси паллă тенĕ вăл.

Ҫăмăл атлетикăпа Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ кăҫал питĕ нумай ĕҫлеме тивет тенĕ сăмаха малалла тăснă май.  Тĕнче чемпионатчĕ (Катар) Дохра иртет. Ҫурла уйăхĕнче ҫанталăк шăрăх тăма пултарасса пĕлсе ăмăртусен тапхăрне ҫурла уйăхĕнчен авăн уйăхне тата юпа уйăхĕн пуҫламăшне куҫарнă.  Раҫҫей чемпионатчĕ утă уйăхĕн вĕҫĕнче пулать.

«Команда туллин хатĕрленет. Тавах, Сире, пире хăвăр пата йышăннăшăн.  Спортсменсем хаваспах пĕтĕм кăмăлтан килме хатĕр», – хыпарланă Юрий Борзаковский.   

Пĕлтĕр Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ командинче Чăваш Енрен 44 ҫын пулнă. Пухмачра вĕсен пĕтĕмпе 42 медаль пуҫтарăннă.

Татьяна Архипова тата Алина Прокопьева марафонра чупакансем питĕ маттур, вĕсене Юрий Борзаковский тепĕр хут палăртса хăварнă. Екатерина Ишова спортсмен та паха, нумаях пулмасть хăйĕн ҫĕнĕ тренерĕпе ăсталăхне туптама пуҫланă, Екатеринбургра спорт сезонне уҫнă.  

Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ Анжелика Сидорова пĕр харăсах Мускавшăн тата Чăваш Еншĕн ăмăртать. Ҫĕнĕ Шупашкарта пулакан ăмăртусенче унпа тан Европа чемпионачĕ Ольга Муллина ҫӳллĕшне сикессипе тупăшĕ.

Фоторепортаж



11 января 2019
13:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter