Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсемпе саламлани

Хисеплӗ журналистсем,

полиграфи предприятийӗсемпе издательствӑсен ӗҫченӗсем!

Чӑваш Енӗн пичетпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хаклӑ ветеранӗсем!

Професси уявӗсемпе – Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсемпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Эсир чи хӑватлӑ вӑйсенчен пӗринпе – сӑмах вӑйӗпе хуҫаланатӑр, сӑмахпа вара, паллӑ ӗнтӗ, амантма та, сиплеме те, ытти ҫынсен туйӑмӗпе шухӑшлавӗ ҫине витӗм кӳме те пулать. «Эп сӑмах хӑватне ӗненетӗп», – палӑртнӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай. Халӑх-шухӑш кӑмӑлӗ нумай чухне эсир хӑвӑр ӗҫӗре мӗнлерех ӑсталӑхпа тата мӗнлерех яваплӑхпа пур­нӑҫланинчен килет. Эсир яланах малти ретре, пурнӑҫра пулса иртекен ӗҫ­сене те ҫавна май ҫынсем сирӗн сӑмахӑр урлӑ хаклаҫҫӗ.

Чӑваш Енре журналистика та, кӗнеке пичетлес ӗҫ те ҫӗршыври тата халӑх хушшинчи чи лайӑх йӑла-йӗркене асра тытнине, пысӑк ӑсталӑхлӑ пулнине палӑртма кӑмӑллӑ. Ҫакна пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери професси конкурсӗсенчи йышлӑ ҫӗнтерӳсем те ӗненмелле ҫирӗплетеҫҫӗ.

Чӑваш Енре республика хаҫачӗсен, район тата хула хаҫачӗсен ре­дакцийӗсем ҫынсем хӑйсен нушисемпе тӑтӑшах килсе ҫӳрекен хӑйне майлӑ хутшӑну вырӑнӗсем шутланаҫҫӗ. Ҫакӑ сире общество интересӗсемпе ҫивӗч ыйтусене тарӑннӑн пӗлсе тӑма май парать кӑна мар, ҫавӑн пекех вулакансем шаннине те уҫҫӑн кӑтартать.

Эсир малашне те тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлессине тата журналист этикин ырӑ йӑлисене ҫирӗппӗн пӑхӑнса пырассине, ку чухнехи информаци техно­логийӗсем вара сире малалла аталанмалли ҫӗнӗ майсем шыраса тупма пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Сире хӑвӑрӑн пӗтӗм пултарулӑх проектне ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама суна­тӑп. Пысӑк пӗлтерӗшлӗ темӑсемпе пулӑмсене туллин те тӗрӗс ҫутатасси сирӗн ӗҫӗн тӗп йӗрки пулса тӑтӑр.

Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ырлӑхпа телей, ҫирӗп сывлӑх, тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                    Михаил Игнатьев



12 января 2019
08:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter