Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе паян ирттернĕ планеркăра тарифсен ӳсĕмĕ пирки тарăн сутсе явнă

Чăваш Республикин Экономика министерстви ҫитес вăхăтра Раҫҫей УФАСĕн Чăваш Енри управление чăх-чĕп аш-какайĕ, ҫăмарта хакĕсем сăлтавсăр пысăкланнăшăн тĕрĕслев йĕркелеме ыйтупа тухма хатĕрленет. Кун пирки паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ планеркăра Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Светлана Ананьева хыпарланă.  Пĕлтĕрхи ҫул асăннă таварсем лайăх кăтартусемпе палăртнă.  Республикăра чăх-чĕп аш-какайĕ вăтамран 40 процент хăпарнă, ҫăмартасем 30 процент ӳснĕ. Кун пек улшăнусене Раҫҫейри мĕнпур регионсенчех курма пулать.

Правительство членĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене тĕплĕн тишкерсе тухнă, коммуналлă пулăшусемпе граждансем усă курнăшăн тӳлекен виҫесем пирки те сăмах пуҫарнă.  Палăртмалла, НДС 18 процентран 20 процента ҫитнĕ. Бензин акцизĕсем те хакланнă.  Кун пирки хыпарсене халăха вăхăтра илсе ҫитермелле.  Таварсен хакĕсем ҫинчен тĕплĕн ăнлантармалла, ытти регионсемпе танлаштарса памалла граждансене.   Туянакансен нимĕнле чăрмавсемсĕрех хăйсене кирлĕ пек таварсене илмелле, посредниксем пачах та пулмалла мар.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева хаксем мĕншĕн пысăкланни ҫинчен тĕплĕн ăнлантарса панă, сăлтавне те асăнса хăварнă.  Раҫҫейре 2015-мĕш ҫултан пуҫласа 2017-мĕш ҫулчченех хаксем пысăкланса пынă, пур-пĕрех пирĕн республикăра вăл виҫе хăвăрт ӳсменни куҫкĕретех. Раҫҫейри вăтам кăтартуран пирĕн регионта таварсен хакĕсем яланах пĕчĕк пулни сисĕннĕ.  Лару-тăру паянхи куна та улшăнман, Атăлҫи федераци тăрăхĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем ыттисемпе танлаштарсан чи пĕчĕккисенчен пĕри, Раҫҫейри субъектсенчен те уйрăлса тăрать, карту пысăк марри куҫкĕретех. Сысна какайĕ 16 процент хăпарнă, ку енĕпе Раҫҫейри ытти регионсем хушшинче эпир чи пĕчĕк виҫепе 1-мĕш вырăн йышăнатпăр. Каласа хăвармалла, сыр та йӳнĕ, пысăк хакпа сутăнмасть. Хĕвелҫаврăнăш ҫăвĕ, ҫăнăх хакĕ пĕчĕк, кăтартупа Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн республика 2-мĕш вырăнта тăрать. Раҫҫейри субъектсем хушшинче палăртма кăмăллă, 4-мĕш вырăнта тăрать Чăваш Республики. Ҫăкăр хакĕ пĕчĕк пулнипе те Раҫҫейри вунă регион шутне кĕрет республика. Ытти таварсен хакĕсем, кĕрпе таврашĕсем те пысăках мар, кун пирки халăх ҫирĕплетсех пĕлтерет.  Таварсен хакĕсене кашни кун тенĕ пекех мониторинг туса тăраҫҫĕ. Хальхи вăхăтра купăста, помидор, хăяр, кишĕр, ҫĕрулми, сухан тата ытти пахча ҫимĕҫĕсем хакланни сисĕнет.  Ҫав вăхăтрах, типҫу, сысна какайĕ, тăпăрч хакĕсем пĕчĕкленнĕ.  

Паян планеркăра тариф хакĕсем пирки те сăмахланă, хăш-пĕр ыйтусем ҫинчен чарăнса тăнă. Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи Марина Кадилова хăйĕн сăмахĕнче, Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви 2019 ҫулта коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн граждансен тӳлемелли хаксем икĕ тапхăрпа ӳсессине палăртать тесе хыпарланă. Хаксем ӳсесси паллă, пĕри — кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тата тепри утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Ку енĕпе чи пысăк процентсене çирĕплетнĕ ĕнтĕ: Çĕнĕ çултан — 1,7, çулла — 4% таран, унтан ытла пысăкланмалла мар тенĕ ертӳҫĕ. Чăн та, ку — вăтам цифрăсем. Уйрăм муниципалитетсенче вăл е ку тариф чылай ытларах хушăнать. Калăпăр, Улатăр хулинче. Унта нумай хутлă пурăнмалли 6 çуртра хальччен ăшăшăн пĕчĕк тарифпа тӳленĕ, халь шайлаштараççĕ те — ăшă энергийĕн хакĕ 17% яхăнах хăпарать. Пĕтĕмĕшле илсен кăрлачран вăя кĕнĕ хушăмсем пысăк тееймĕн: электричество киловачĕ — 5 пус ытларах, газ кубометрĕ 9 пус хакланнă. Хытă каяшсемшĕн малашне çын пуçне 75,7 тенкĕ тӳлемелле. Çак лару-тăрура пĕчĕк тупăшлисене ЖКХри тăкаксене саплаштарма субсиди парса патшалăх пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе республика хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçлать. Чăваш Енре пурăнакан кашни виççĕмĕш çын (390 пин çын) çăмăллăхсемпе усă курать. Çав шутра 320 пин çын — шăпах ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн. Республика Пуҫлăхĕ халăх хушшинче ыйтусене тарăн ăнлантарса пама хушнă, патшалăх уйăракан пулăшусем пирки хыпарсене вăхăтра илсе ҫитерме каланă. Патшалăх енчен пулăшусене вăхăтра куҫарса паратпăр, кун пирки никамăн та иккĕленме кирлĕ мар тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

 



14 января 2019
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter