Ҫĕнĕ Шупашкарта иртнĕ ҫăмăл атлетикăпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне тивĕҫессишĕн Пĕтĕм Раҫҫейри турнира тата Атăлҫи округĕн чемпионатне пĕтĕмлетнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи планеркăна Германире биатлонпа тĕнче Кубокĕнче  Раҫҫей спортсменĕсем пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнинчен пуҫланă. Спорта юратакансене, ăмăртусене пăхакансене чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламланă. Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ команди юлашки 12 ҫул хушшинче пуҫласа арҫынсен тата хĕрарăмсен хушшинче ирттернĕ ăмăртусенче харăсах эстафета ăмăртăвĕнче ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнĕ.  Александр Логинов спринтер ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă.

  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче биатлонистсен тивĕҫлĕ хисепĕ, спорт обществине кăна мар, мĕнпур граждансене, спорта, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансене хавхалантарнине, вăй илсе пыма витĕм кӳнине палăртнă. «Кун йышши ҫитĕнӳсем мăнаҫланма май параҫҫĕ, Раҫҫей спорчĕн пуласлăхĕ пысăк пулнине ҫирĕплетеҫҫĕ», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Чăваш Енре ҫав тери ăста спортсменсем чылай пулнине асăннă вăл сăмах май. Массăллă спорта явăҫарас ыйту кулленех кун йĕркинче тăнине, тренерсен йышне те ҫĕнетсех пымаллине палăртса хăварнă регион Ертӳҫи.

Паянхи канашлура  Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫăмăл атлетикăпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне тивĕҫессишĕн Пĕтĕм Раҫҫейри турнир тата Атăлҫи округĕн чемпионачĕ иртни пирки те каласа хăварнă. Кунта та пирĕн ентешсен ҫитĕнĕвĕсем пысăк тесе хакланă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов ăмăртусенче пĕтĕмпе 950 спортсмен 18 регионтан пуҫтарăннă тесе пĕлтернĕ. Ҫăмăл атлетикăпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне тивĕҫессишĕн иртнĕ ăмăртусенче Чăваш Енрен 5 ылтăн, 4 кĕмĕл медале тивĕҫнĕ спортсменсем. Тĕнчере тата Еворопăра чи пысăк кăтартусемпе палăрнă вĕсем. Атăлҫи округĕн чемпионатĕнче Чăваш Ен спортсменĕсем 49 медаль ҫĕнсе илнĕ. Вĕсенчен 23-шĕ – ылттăн, 14-шĕ – кĕмĕл, 12-шĕ – пăхăр медальсем.

 Регион Пуҫлăхĕ мероприятисен йĕркелӳҫисене спорт уявне чаплă хатĕрленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Курма пыракансене хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн ырланă. Паянхи куна илес пулсан, спортăн ҫак тĕсĕпе регионта 4700 спортсмен хăйсен ăсталăхне туптать.    «Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче Чăваш Енрен 44 спортсмен кĕнĕ. Ҫав тери лайăх кăтарту», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.  



14 января 2019
16:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter