Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Япони журналистне интервью панă

Глава Чувашии дал интервью журналисту из ЯпонииКăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Sputnik информаци агенствин журналисчĕпе Асука Токуямапа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫу Чăваш Республикин Спорт министерствин Ҫĕнĕ Шупашкарти  Олимп резервĕсен 3-мĕш №-лĕ спорт шкулĕнче иртнĕ. Вăл кун ҫăмăл атлетикăпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне тивĕҫессишĕ Пĕтĕм Раҫҫейри турнир тата Атăлҫи округĕн чемпионачĕ иртнĕ.

Палăртса хăваратпăр, Асука Токуяма региона медицина туризмне тĕпчес тĕллевпе килсе ҫитнĕ, республикăра медицина валли кадрсене хатĕрлес ĕҫе пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.  Тепĕр тесен, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерес ĕҫ те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Михаил Игнатьев регионăн социаллă пурнăҫĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарнă пирĕн республикăна килсе ҫитнĕ журналиста.  Ял хуҫалăх тытăмне аталантарас, медицинăна вăй илтерес ыйтусем ҫине республика Правительстви пысăк тимлĕх уйăрнине ҫирĕплетсе хăварнă, пуласлăхра регион Япони ҫĕршывĕпе тачăрах ҫыхăнса ĕҫлессине те хыпарланă вăл.  Сăмах май, кăҫал Раҫҫей делегацийĕпе пĕрле хăй те Япони ҫĕршывне кайса курма кăмăл тунине пĕлтернĕ.

«Эпир пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăласса шанатăп. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăвсем уҫăласса та ĕненетпĕр. Палăртса калатăп, ӳлĕмрен те ĕҫлĕ ҫыхăнусем пулса пырасса пĕлсех тăратăп», тенĕ вăл.

Япони Посольствинче Императорăн ҫуралнă кунĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ĕҫлĕ тĕлпулусем ирттернĕ, хальхи вăхăтра вĕсене пурнăҫа кĕртес тесе, килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетессипе калаҫусем йĕркеленеҫҫĕ. 



14 января 2019
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter