Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри район тата хула администрацийĕсен хăш-пĕр ертӳҫисемпе тĕлпулу ирттернĕ

Правительство ҫуртĕнче республикăри район тата хула администрацийĕсен 2018-мĕш ҫулхи социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухас ĕҫ пуҫланнă, 2019-мĕш ҫул валли тĕллевсене те палăртма тытăннă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисемпе уҫă калаҫусем пуласси планра пур, ун чухне малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсене кĕскен пăхса тухĕҫҪакăн йышши тĕлпулусене кашни ҫулах йĕркелеҫҫĕ, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ муниципалитетсенчи активпа ĕҫлĕ канашлусем тума палăртнă.  

Кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин кун йышши пĕрремĕш тĕлпулу ирттернĕ.  Улатăр Элĕк, Патăрьел районĕсен администрацийĕсен ертӳҫисем муниципалитетсенчи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, кăҫалхи ҫула валли палăртнă тĕллевсем ҫинчен каласа кăтартнă.   Ял территорийĕсене аталантарас, вырăнти бюджета тултарас ыйтусене тарăн пăхса тухнă, тухăҫлăха ӳстересси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.    

 



14 января 2019
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter