Кăшарни уявĕнче Чăваш Республикинче пĕтĕмпе вакка шыва кĕмелли ятарлă 116 вырăн пулать

Кăшарни уявĕнче Чăваш Республикинче пĕтĕмпе шыва кĕмелли ятарлă 116 вырăн пулать. Палăртнă тăрăх, вăтамран вăл кун 20-25 пине яхăн ҫын хутшăнма пултарать уяв мероприятисене. Шыва кĕмелли ятарлă вырăнсенче яланхиллех Шалти ĕҫсен пайĕнче тăрăшакансем, Раҫҫей МЧСĕн регионти Тĕп Управленинче ĕҫлекенсем, медицинăра вăй хуракансем халăха сыхă тăрĕҫ, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерĕҫ.   Пурĕ мероприятисенче 511 ҫын тата 149 техника палăртса хунă.  Кун пирки тĕплĕнрех паянхи планеркăра Чăваш Енри гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров тĕплĕнрех каласа кăтартнă. Уявччен вĕсен службинче тăрăшакансем  кăрлач уйăхĕн 17-18-мĕш кунĕсенче объектсене тухса тĕрĕслессине те хыпарланă.

Официаллă майпа ирĕк паман вырăнсене ҫирĕп тĕрĕслеве илме, кун пирки хыпарсене ятарлă службăсем патне илсе ҫитерме хушнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. 



14 января 2019
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter