Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне тивĕҫессишĕн Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫăмăл атлетика енĕпе пĕтĕм Раҫҫейри спорт ăмăртăвĕсем тата Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртрĕ

На Всероссийских соревнованиях по легкой атлетике на Кубок Главы Чувашской Республики установлены лучшие результаты сезона в Европе и миреКăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне тивĕҫессишĕн Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫăмăл атлетика енĕпе Пĕтĕм Раҫҫейри спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Вăл кун Атăлҫи федераци округĕн чемпионачĕ те хĕрӳ пынă.

Мероприятине пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Палăртса хăвармалла, спортсменсемпе асăннă кун вăл тĕл пулса калаҫнă, пысăк ӳсĕмсемпе палăрма хавхалантарнă.

Ҫăмăл атлетика енĕпе чупăва кашни ҫул йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăваш Енре хаваслă лару-тăрура уҫаҫҫĕ. Пурĕ спорт ăмăртăвне кăҫал чи вăйлă 950 спортсмен хутшăнма кăмăл тунă.

Михаил Игнатьев спорт ăстисене тата вĕсен тренерĕсене Ҫĕнĕ 2019-мĕш ҫул ячĕпе ăшшăн саламланă, ҫулталăк пысăк ӳсĕмсем илсе килме витĕм кӳрессе шанса каланă, спортсменсенчен нумайăшĕ олимп чемпионĕсем пуласса иккĕленмесĕрех палăртнă. Спортсменсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене те явăҫтарма, физкультурăна вăй илтерсе пыма витĕм кӳрессе каланă. Спорта халăх хушшинче сарма та сахал мар  пысăк пĕлтерĕш кӳнине палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

«Ҫăмăл   атлетика спортăн чи ансат тĕсĕ.  Вăл кашни ҫын ĕмĕрне тăсма пулăшать. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путина, наци ертӳҫине пула, пирĕн ҫĕршывра, ҫав шутрах регионта та спорт пурнăҫăн чи пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăчĕ, условисем паха», каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Хисепе тивĕҫнĕ спортсменсене палăртнă кун наградăсем парса чысланă.

Спорт сезонĕ уҫăлнă ятпа спортсменсене, тренерсене, мероприятине пухăннă мĕнпур халăха Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн бюджет тата финанс, налук ыйтăвĕсемпе,  ĕҫлекен Комитет Председателĕн ҫумĕ, СССР тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева хĕрӳллĕн саламланă. Спортсменсене тĕллевсем патне ăнтăлма, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе ҫĕршыва савăнтарма чĕнсе каланă.

Ҫăмăл атлетикăн Раҫҫейри ушкăнăн тĕп тренерĕ, Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский хăйĕн саламĕнче курма килнисене ҫав тери  кăсăклă самантсем кĕтнине каланă. «Раҫҫейри чи вăйлă спортсменсем старта тухаҫҫĕ», – тесе уйрăммăн палăртнă вăл.  «Эсир мĕнле хавхалантарнинчен те нумай килет вĕсем хăйсене епле кăтартса парасси», –  тесе хушса каланă Юрий Борзаковский.

Официаллă ҫынсем спорт ăмăртăвĕсене курма юлнă, мала тухнисене наградăсем парса хавхалантарнă.  

Палăртса хăваратпăр, мероприяти Чăваш Енре кăҫалхипе ҫиччĕмĕш хут иртет. Ăмăртусем икĕ тапхăрпа пулнă, пĕринче «элита», тепринче вара 20 ҫула ҫитмен юниорсем, ылттăн резерв мала тухассишĕн тупăшнă.

Пĕтĕмпе Чăваш Ен спортсменĕсем пухмача  9 медаль пуҫтарнă, вĕсенчен 5-шĕ ылтăн, ыттисем кĕмĕл.  

Хĕрӳ тупăшура Анжелика Сидорова мала тухнă, Раҫҫей спорт мастерĕ, тĕнче чемпионĕ ҫӳллĕшне сикессипе ыттисене кая хăварса, 4,85 метр хăпарса ҫитнĕ. Паянхи куна илес пулсан, тĕнчери чи лайăх кăтарту.   Аса илтерсе хăваратпăр, кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче Атăлҫи тăрăхĕнчи спорт ăмăртăвĕсем те Ҫĕнĕ Шупашкарта пуҫланнă. Тăватă ушкăнра спортсменсем 32 комплект медале ҫĕнсе илессишĕн  чупнă. Пĕтĕмлетӳсем хыҫҫăн, чи ăста спортсменсене чемпионата хутшăнма пухаҫҫĕ.  

Фоторепортаж



14 января 2019
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter