Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухакан пулăма хутшăнма журналистсем валли ҫирĕплетнĕ условисене тĕпе хурса аккредитаци йĕркеленĕ

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Информаципе тишкерӳ управленийĕн пресс-служба пайĕ мероприятине хутшăнас текен журналистсем  валли массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекенсене ҫирĕплетнĕ йĕркене тĕпе хурса  аккредитаци йĕркеленĕ.

Заявкăсене кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕччен 17:00 сехетчен ҫак адреспа йышăнаҫҫĕ ag-press@cap.ru.   

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: (8352) 39-35-71, 39-35-72. 



15 января 2019
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter